Комментари хушас

17 Утă, 2020

61-ри студент дипломлă пулнă

«Ĕмĕр пурăн — ĕмĕр вĕрен», — теççĕ. Петр Корняков çак ваттисен сăмахне ăша хывнă та И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне çул тытнă. Вăл истори, управленипе право факультечĕн студенчĕ пулса тăнă. Çак кунсенче Петр Васильевич аслă шкул дипломне илнĕ.

Петр Корняков 61-ре. 5 çул каялла йăх кун-çулне тĕпченĕскер ăслăлăхпа кăсăкланнă. Çапла вăл историпе педагогика пĕлĕвĕ илме шут тытнă. Петр Васильевич ППЭ тытнă, университета тÿлевсĕр вĕренме кĕнĕ.

«Ватлăх енне сулăнсан аслă пĕлÿ илтĕм. 5 çул сисĕнмесĕр иртрĕ. Ватлăхра вĕреннĕшĕн ÿпкелекенсене итлеместĕп. Эпĕ йăх кун-çулне малалла тĕпчетĕп. Ыттисене те пулăшăп», — терĕ ĕнерхи студент.

www.hypar.ru  Vk.com сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: