Комментари хушас

22 Çу, 2019

Шупашкарта хамăр çĕршыври тата чикĕ леш енчи паллă актерсемпе тĕл пулусем иртеççĕ

Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль — республика культура пурнăçĕнчи паллă пулăм. Акă вун иккĕмĕш фестиваль ĕçе пикенчĕ ĕнтĕ. Шупашкарти кинотеатрсенче, культура учрежденийĕсенче, çавăн пекех районсенчи юлашки çулсенче уçнă çĕнĕ кинозалсенче конкурса тăратнă ĕçсене кăтартаççĕ. Унсăр пуçне ăсталăх класĕсем, тĕлпулусем, пресс-конференцисем, пултарулăх класĕсем иртеççĕ.

Çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн студенчĕсемпе преподавателĕсем Франци актерĕпе, режиссерĕпе тата сценарисчĕпе Биби Насерипе тĕл пулчĕç. Хăнапа куçаруçă урлă кăна калаçма тиврĕ пулсан та курнăçу кăсăклă иртрĕ. Тĕнче киноискусствинче Насерие ытларах унăн сценарийĕпе ÿкернĕ «13-й район» фильм тăрăх пĕлеççĕ. Унти тĕп роле — усал çынна — вăлах калăпланă. Çамрăксем вăл Франци актерĕн, чылай фильмра, çав шутра тăватă пайран тăракан «Такси» блокбастерта палăрнă Сами Насерин шăллĕ пулнине пĕлсен тăвансен хушшинчи хутшăнусем пирки те ыйтса пĕлме пуçларĕç. Биби сценарийĕпе ÿкернĕ «Кодекс» картинăра пиччĕшĕ те вылянă-мĕн.

Çав кунах çамрăксен театрĕнче Раççей халăх артисчĕпе Александр Пашутинпа тĕл пулу иртрĕ. Александр Сергеевич пирки халăхра вырăссен чăн-чăн интеллигенчĕ теççĕ. вăл ÿкерĕннĕ фильмсене асăнса каяс тăк вырăн чылай кирлĕ пулĕччĕ. Хăшне-пĕрне кăна асăнса хăварар: «Городской романс», «ТАСС уполномочен», «Белый Бим Черное ухо», «Анкор, еще анкор», «Старые клячи», «Золото скифов», «Сын моего отца», «Следователь Тихонов», «На безымянной высоте» тата ытти те. Ытларах чухне иккĕмĕш планри сăнарсене калăплать пулсан та куракан ăна тÿрех асăрхать. Кинори дебючĕ шăпах çур ĕмĕр каялла пулнăскерĕн çамрăк ăрăва каласа кăтартмалли пурах çав.

Юнкун «Салют» культура керменĕнче «Ералаш» ача-пăча программин илемлĕх ертÿçипе, совет тата Раççей кинорежиссерĕпе Борис Грачевскипе тĕл пулчĕç. Борис Юрьевичăн та çамрăксене каласа кăтартмалли темĕн чухлех.

Çав вăхăтрах кинозалсенче фильмсем кăтартрĕç. Пире, регионта пурăнакансене, хамăрăн шăпаллă халăхсен фильмĕсем ытларах кăсăклантараççĕ. Вырăнти кино мĕнле аталаннине халалланă конкурса кĕртнĕ ĕçсемпе те паллашма май килчĕ. Конкурса Австралири Грант Томпсон режиссер пулĕ, аборигенсем пирки ÿкернĕ «Лил Буа» картина уçрĕ. Фильмпа Сидней университечĕн кинематографи профессорĕ Григорий Долгополов паллаштарчĕ. Чăвашсене, çавăн пекех ытти халăх çыннине те, ютра камсем тата мĕнле пурăннине пĕлме кăсăклах ĕнтĕ.

Хакас режиссерĕ Юрий Курочка ÿкернĕ «Мумие» фильм тăватă çывăх юлташ пирки. Вĕсем укçа ĕçлесе илес тесе тайгана тухса кайнă. Анчах шанчăклă тус та сутма пултарать иккен. 

Жюри членĕсен илемлĕ фильмсен конкурсне тăратнă 11 тата регионсенчи этнос пĕлтерĕшлĕ ĕçсен конкурсĕнчи 18 ĕçе пахалама тивĕ. Çĕнтерÿçĕсене «Анне» статуэткăпа хавхалантарĕç, çавăн пекех гражданлăх тата патриотлăх темине тарăн уçса панă картинăна ЧР Пуçлăхĕн ятарлă парнипе чыслĕç.

Кинофестиваль çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче савăнăçлă лару-тăрура хупăнĕ. Çак каçа совет тата Раççей актриси, теле- тата радиоертÿçĕ, РСФСР тава тивĕçлĕ артистки Ангелина Вовк ертсе пырĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: