Шупашкарта хамăр çĕршыври тата чикĕ леш енчи паллă актерсемпе тĕл пулусем иртеççĕ
Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль — республика культура пурнăçĕнчи паллă пулăм. Акă вун иккĕмĕш фестиваль ĕçе пикенчĕ ĕнтĕ. Шупашкарти кинотеатрсенче, культура учрежденийĕсенче, çавăн пекех районсенчи юлашки çулсенче уçнă çĕнĕ кинозалсенче конкурса тăратнă ĕçсене кăтартаççĕ. Унсăр пуçне ăсталăх класĕсем, тĕлпулусем, пресс-конференцисем, пултарулăх класĕсем иртеççĕ.