Уçă сассисемпе чунăмăрсене вăратрĕç
21 Ноября, 2017 | Хыпар | Культура | Фестиваль

Классика музыкине юратакансен кăмăлĕ тинех тулчĕ: Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Пĕтĕм тĕнчери опера фестивалĕ уçăлчĕ. 27 çул каялла — ентешĕмĕр, Пысăк театр солисчĕ, СССР халăх артисчĕ Максим Михайлов çуралнăранпа 100 çул çитнине паллă тума хатĕрленсе — йĕркелесе янă ăна. Халĕ вăл республика культура пурнăçĕнчи чи курăмлă самантсенчен пĕри пулса тăчĕ. Унта Раççейрисем çеç мар, чикĕ леш енчи юрăçсем те лекме тăрăшаççĕ.

Çак хушăра тем те пулнă: çĕкленÿллĕ самантсем те, питĕ йывăр çулсем те. Çапах та фестиваль ирттерме чарăнман. ЧР Культура министерстви, спонсорсем пулăшнипе йĕркеленĕ ăна. Çавна май çĕршыври, тĕнчери паллă юрăçсене те явăçтарма май килнĕ. Çапла çулленех сцена театрăн хăйне евĕрлĕ подиумĕ пулса тăчĕ, унта опера искусствин чăн-чăн çăлтăрĕсем хăпарчĕç, хăйсен сассисемпе итлекене савăнтарчĕç. Çак тапхăрта СССР халăх артистки Ирина Архипова, Раççей халăх артисчĕсем Владислав Пьявко, Владимир Маторин, Зураб Соткилава, Александр Ведерников, Борис Штоколов, Любовь Казарновская, Мария Биешу, Ирина Богачева, çавăн пекех Ла Скала, Мариинка, «Çĕнĕ Опера», Мусоргский ячĕллĕ тата Раççейри ытти хулари театрсенчи паллă юрăçсене итлеме тÿр килчĕ. Шупашкар çыннисене унсăр пуçне Франци, Турци, АПШ, Австри солисчĕсем хăйсен илемлĕ сассисемпе тĕлĕнтерчĕç. Фестивалĕн чиккисем çулленех сарăлса та сарăлса пычĕç. Хальхинче Шупашкар çыннисемпе унăн хăнисем Итали, Казахстан, Украина, Греци, Канада, Румыни, Китай тата Беларуç солисчĕсен пултарулăхĕпе паллашĕç.

Кăçал Максим Михайлова халалланă проект Раççей Культура министерствин грантне тивĕçнĕ. 27-мĕш фестивалĕн программине чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче П.Чайковскин «Евгений Онегин» опери уçрĕ. Тĕп партисене хăнасем юрларĕç: Онегин — Коми Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Михаил Журков /Саратов/, Татьяна — Альбина Хрипкова /Ярославль/, Ленский — Юрий Городецкий /Беларуç/. Юрий Городецкий пирки тата çакна та каламалла: вăл иртнĕ çул «Культура» телеканал ирттерекен «Пысăк Опера» проекта хутшăнса лауреат ята тивĕçнĕ. Беларуçри музыка академийĕнчен вĕренсе тухнă каччă 2006 çултанпа Беларуç Пысăк театрĕнче юрлать. 2012-2014 çулсенче Вашингтонра ирттернĕ Çамрăксен наци оперин проектне хутшăннă. Малалла вулас...

 

Надежда СМИРНОВА. Cap.ru порталти сăн ÿкерчĕк.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.