Комментари хушас

1 Çĕртме, 2018

Çăварни лайăх-и, Акатуй савăк-и?

Ял — чăвашлăх управçи. Унăн пуласлăх шăпи ĕнер, паян мĕнле пулнинчен килет. Çĕнĕ ĕмĕрте çĕнĕлле пурăнма хăтланатпăр мар-и? Телефона, планшета алăран ямастпăр, компьютер умĕнче куç курми пуличченех ларма хатĕр.

Иртни те пуласлăхшăнах

Иртнине аса илни, ăна вилĕмсĕрлетни — пуласлăха хывакан çулпа пыниех. Анчах çакна шута хумастпăр. Юрри-кĕвви, такмакĕ-юмахĕ, йăли-йĕрки, асамлă тĕрри хамăра çеç мар, тĕнчене тĕлĕнтерме пултарĕ. Паянхи сăмахăма ял уявĕсемпе çыхăнтарасшăн. Иртнĕ тапхăртисене аса илер, хальхи вăхăтрисене хак парар. Вĕсене йĕркелесе пырассинче старостăсен витĕмĕ мĕнле шайрине тишкерер.
Христос тĕнне йышăниччен чăвашсем хăйсен йăлисене тытса пынă, уявĕсене паллă тунă. Мăн асаттесен тĕнче курăмĕпе — çуркуннепе çулла çĕр çинче ырăлăх, çĕр пулăхĕ хуçаланать. Кĕркун-непе хĕлле вара урăхла вăйсем — усалсем — пуçтахланаççĕ. Çавăнпа асăннă тапхăрти уявсем киревсĕр çав чунсенчен, ытти ăпăр-тапăртан тасалассипе çыхăннă. Сурхурие аса илер. Çветкесем килрен киле çÿреççĕ, усалсене хăвалаççĕ, кил- çурта, выльăх-чĕрлĕх тăракан вырăна канлĕх, ырăлăх кÿреççĕ.
Несĕлĕмĕрсем çурхи ĕç пуçланнипе вĕçленнине палăртса Ака пăтти, Ака чÿкĕ, Вăрлăх пăтти, Акатуй; утă çулнипе çыхăннисенчен Утă чÿкĕ; вырмана халалланисенчен Вырма тухни, Çурла салтни, Çурла çыхни, Ана вăй илни, Авăн пăтти, Авăн сăри, Авăн чÿкĕ тата ыттине туса ирттернĕ. Вырăс патшалăхне кĕнĕ хыççăн тата çĕннисем — Çăварни, Çимĕк, Кăшарни, Раштав, Кăчкă праçникĕ, Микулнă, Труйски, Питрав, Илем, Сăпас, Пукрав, ыттисем — хушăннă.

Акатуй — пирĕн çеç

Акатуй — чăн чăвашсен уявĕсенчен хальччен упранса юлнă уявĕ. Йĕпреç районĕнчи Пучинке ял старости Юрий Арсентьев каланă тăрăх та, мăн-мăн асатте-асанне Акатуя Мăнкун иртнĕ хыççăнах хатĕрленме пуçланă. Ял хуçалăх хатĕрĕсене юсанă, вăрлăхсене тĕрĕсленĕ. Ака уйăхĕнче, сухана тухас умĕн, сăра вĕретнĕ, ытти апат пĕçерсе хатĕрленĕ. Чи çывăх тăвансене, кÿршĕсене чĕннĕ. Тулăх тыр-пул, йышлă выльăх-чĕрлĕх, сывлăх ыйтса Турă ячĕпе кĕлĕ вуланă, унтан хатĕрленĕ çимĕçе çинĕ. Уяв мĕнле иртет — тыр-пул тухăçĕ те çапла пуласса ĕненнĕ.
Çурхи ĕçсене вĕçленĕ хыççăн Акатуйăн тата пысăк пĕлтерĕшлĕ, савăнăçлă пайне ирттернĕ. Урам тăрăх юлан утçăсем вĕçтерсе иртнĕ. Вĕсем çĕнтерÿçĕсем валли парнесем пуçтарнă. Çамрăксен аллинчи вăрăм патак çине хĕрсем хăйсен ал ĕçĕсене — ал шăллисене, пиçиххисене — çыхса янă. Каччăсем ăмăртусене хутшăнма хатĕрленнĕ.
Чылай чухне Акатуй ял хĕрринчи улăхра иртнĕ. Тĕрлĕ енлĕ тупăшусене ачаран пуçласа ватăсем таранах хутшăннă. Кĕрешÿ паттăрĕсене такапа чысланă. Çамрăксем Акатуйра каçченех савăннă. Ăна тĕрлĕ ялта тĕрлĕ вăхăтра ирттернĕ. Юлашки тапхăрти Акатуйсенче çĕр ĕçченĕсене чысласси, вырăнти пултарулăх коллективĕсен концерчĕсене йĕркелесси, суту-илÿ тăвасси йăлана кĕнĕ. Çавăнпа вăл наци сĕмне, аваллăх илемне çухатма пуçланă. Çĕрпе суха уявĕнче Григорий Тимофеев çырнă «Тăхăрьял» кĕнекери пек Акатуй каштине, ун çинче тупăшакансене памалли парнесене /ал шăллисем, тутăрсем тата ытти те/, чи çÿлте вара уяв ялавне — Чăваш Республикин ялавне — халĕ кураймăн. Совет влаçĕ вăхăтĕнче вăл хăйĕн тытăмĕпе çĕнĕлле пулнă, çапах малтанхи, çĕр-çĕр çул каяллахи ятне упраса хăварнă. Акă, çурхи ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ, ял çыннисем кăна мар, хула чăвашĕсем те Акатуя хатĕрленеççĕ. Шупашкарта вăл, юлашки вăхăтра йăлана кĕнĕ йĕркепе, çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Республика кунĕнче иртет. Çавăн пекех ăна чăвашсем пысăк йышпа пурăнакан регионсенче те çулленех паллă тăваççĕ.

Ах, мăнтарăн Уявĕ…

Шел, питĕ илемлĕ уяв — Вăйă — пурччĕ пирĕн. Ялти хĕр-упраç çуркуннехи Микуларан пуçласа Питравччен каçсерен вăйă картине тăратчĕ. Тĕрĕссипе, халĕ те илтме пулать-ха унта шăрантарнă юрă-кĕвве. Сăмахран, Тутарстанри Нурлат районĕнче çакăн йышши йăла-йĕрке Уяв ятпа иртет. Малтан район шайĕнчеччĕ, халĕ республикăри, çавăн пекех ытти регионти йăхташсене те йыхрав тăвать.
Уявпа Вăйă тата Акатуй… Çыхăну пур-ши вĕсен хушшинче? Николай Ашмаринăн «Чăваш сăмахĕн кĕнекинче» Уяв сăмаха ăнлантарнă май çапла калани пур: «Уяв — çинçе — çимĕкпе утă хушши». Этнографсен пысăк ушкăнĕ çапла çирĕплетет: Çинçе — çĕр каннă тапхăр. Çав вăхăтра çĕр ĕçĕсем тума юраман. Екатерина Ягафова историк, этнограф çакăн пек пĕтĕмлетÿ тăвать: Уяв, пĕр енчен, Çинçепе пĕр пĕлтерĕшлĕ, тепĕр енчен, Вăйăпа. Уяв, Вăйă пекех, çуллахи Микуларан пуçласа Питравччен тăсăлнă. Уяв юррисене çав тапхăрта кăна юрланă. Уява ăсатнă кун çамрăксем хĕвел тухăç енчи сăртлă вырăна пуçтарăннă. Хĕрсем вăйă картине тăнă, каччăсемпе арçынсем юлан утпа ăмăртнă, кĕрешнĕ, ытти майпа вăй виçнĕ. Уяв иртнишĕн кулянса хĕрсем хыттăн — кÿршĕллĕ ялсенче пурăнакансем илтмелле — çапла юрланă: Çарăмсан çаврăнса юхнă чух Атăл çинче ким юхать. Вăй каяссăн туйăнать, Килес çулччен, Питравччен. Çук пулассăн туйăнать. Кукăр кутлă шур хурăн Кукри майăн çаврăнать. Ах, мăнтарăн уявĕ, Микулара пуçланать, Питрав çитсен чарăнать.

Çĕнĕ самана йĕркисем

Вăхăт пĕр вырăнта тăмасть, пурнăç малаллах шăвать. Çĕнĕ самана çĕнĕ йĕркесем кăларать. Вырăнти ял тăрăхĕсен, старостăсемпе хастар çынсен пуçарăвĕпе ял уявĕсем йĕркелесси йăлана кĕчĕ. Çапла тунин пархатарĕ пурах: çынсем пĕр- пĕринпе ытларах çывăхланаççĕ, вĕсенче тăван халăхпа, пĕчĕк тăван çĕршывпа мăнаçланас, йăх- несĕлне пуç таяс туйăм вăйланать. Пĕрисене ялăн сумлă кунĕпе — 100 çул е 150, е тата ытларах çул тултарнипе çыхăнтарнă. Тепĕр çĕрте çулленех паллă тăваççĕ. Вăхăчĕ ытларах чухне çуллахи илемлĕ тапхăрпа çыхăннă. Хĕлле уявлакансем те пур. Хăшĕсем ячĕшĕн кăна, ял-йышпа курнăçмалла тенĕ пек, клуба е вулавăша пухăнаççĕ. Теприсем сумлă, юнашар ял-сала ăмсанмалла кĕрлеттереççĕ.

Таяпасен тĕслĕхĕ

Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа ялĕ 400 çула çитнине халалланă уяв çакăн пек мероприяти ирттерекенсемшĕн чăн-чăн тĕслĕх пулчĕ. Япалан — вырăнĕ, ĕçĕн йĕрки пур. Кирек хăш ĕçе те çакна шута илсе пурнăçласан вăл ăнăçлă пулса тухать. Лаш Таяпасен ял уявне Эдуард Бахмисов режиссурипе хатĕрленĕччĕ. Эдуард Константинович, ку енĕпе «пĕр пăт тăвар çинĕскер», майне-шывне питĕ лайăх пĕлет. Ял уявне çавăн пек сумлă шайра ирттерме ăна ун чухне пулăшакансем чылаййăн пулнă: ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Юрий Поповпа Анатолий Князев, Петр Сидоров журналист, вырăнти тавра пĕлÿçĕ Николай Князев… Малалла вулас...
 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.