Комментари хушас

22 Çĕртме, 2020

Чи лайăх выпускниксене онлайн мелпе саламларĕç

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче çулленех чи лайăх 100 выпускника палăртаççĕ. Кăçал мероприяти онлайн мелпе иртрĕ. Палăртмалла: йăлана кĕнĕ тăрăх, «Чи лайăх выпускник» ята лайăх паллăсемпе вĕреннисем, спортра, ăслăлăхра çитĕнÿ тунисем тивĕçеççĕ.

Студентсене Чăваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, аслă шкул ректорĕ Андрей Александров саламларĕç. Олег Алексеевич Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă уяв умĕн чи лайăх 100 студента палăртни хăйне евĕр пулнине каларĕ. «Сирĕн пуçарулăха яланах ырлатпăр, пулăшма хатĕр», — терĕ вăл çамрăксене саламланă май.

Чи лайăх студентсен ятĕнчен медицина факультетĕнче вĕреннĕ Ольга Брагинăпа вырăс, чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче ăс пухнă Георгий Смирнов ăшă сăмахсем каларĕç. Георгий Смирнов университет тăван кил пулса тăнине, кунта тĕрлĕ енлĕ аталанма май пулнине палăртрĕ, куншăн аслă шкул ректорне тав турĕ.

Уяв хăйне евĕр вĕçленчĕ: видеоконференци мелĕпе çыхăнăва тухнă 100 выпускник Андрей Александров ректорпа онлайн режимра асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕ.

www.hypar.ru Ирина КОШКИНА сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: