Комментари хушас

10 Раштав, 2019

Айгуль Сиренеева — çулталăк студенчĕ

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студентки «Çулталăк студенчĕ — 2019» ята тивĕçнĕ.
Пĕтĕм тĕнчери ăслăлăх-тĕпчев конкурсне Раççейĕн 2035 çулчченхи ăслăлăх технологи аталанăвĕн патшалăх стратегине пурнăçланă май йĕркеленĕ.
И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн 5-мĕш курс студенчĕн Айгуль Сиренеевăн «Диод лазерĕпе стоматологире усă курасси. Клиника кăтартăвĕсем» тĕпчев ĕçĕ «Аслă професси вĕрентĕвĕ» номинацире 2-мĕш вырăн йышăннă. Унăн ăслăлăх ертÿçи — стоматологи чирĕсен пропедевтикин тата çĕнĕ технологисен кафедрин заведующийĕ Л.Никитина доцент.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА хатĕрленĕ.

Рубрика: