Çĕртме уйăхĕнче Раççейри допингпа кĕрешекен агентство Чăваш спортсменĕсемпе медицина ĕçченĕсем антидопинг йĕркине пăснă 60 ытла тĕслĕхе тупса палăртнине пĕлтернĕччĕ.
Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн паянхи ларăвĕнче модель библиотекисем валли республика бюджетĕнчен укçа уйăрассине тишкернĕ май культура министрĕ Константин Яковлев Муркаш тата Шупашкар районĕсен библиотекисем çитес çул федераци бюджетĕнчен 10-шар миллион тенкĕ илесси çинчен хыпарларĕ.
Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн кашни ларăвĕнче тенĕ пекех вăл е ку министерствăн е ведомствăн иртнĕ çулхи ĕçĕ çинчен отчет итлесси йăлана кĕнĕ. Ку хутĕнче Хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсен тата техникăн ытти тĕсĕн юсавлăхне сăнаса тăракан патшалăх инспекцийĕн черечĕ çитрĕ.Унăн ертÿçи Сергей Вязовский пĕлтернĕ тăрăх, 2018 çулта республикăра инспекци сăнаса тăракан техника шучĕ 24 187 единицăпа танлашнă. Кăçал — кăшт ытларах.
Министрсен Кабинечĕн паянхи ларăвне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăй алă пуснă указ çинчен пĕлтернинчен пуçларĕ. Сăмах — пурăнмалли вырăнсен хăтлăхне лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен.
Право хуралĕн органĕсен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри вăл — общество хăрушсăрлăхне сыхласси. Çак тивĕçе пурнăçлама вĕсене халăх дружинникĕсем хастар пулăшаççĕ.
Йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынсене, уйрăммăн илсен наркотикпе усă куракансене, йĕркеллĕ пурнăç патне тавăрас тĕлĕшпе мĕнле мерăсем йышăнаççĕ? Шăпах çак ыйту тĕп вырăнта пулчĕ Чăваш Республикинче наркотиксемпе кĕрешекен комиссин паян иртнĕ черетлĕ ларăвĕнче. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ.
«Чăваш коммунинче», «Коммунизм ялавĕнче» /халĕ «Хыпар»/ вăй хунă ĕçтешĕмĕр Ксения Алексеева çуралнăранпа чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче 90 çул çитрĕ. Ксения Яковлевна паян — хаçатра ĕçленĕ чи ватă ветеран. Çак кун ун патне çитсе килтĕмĕр.