Комментари хушас

27 Чÿк, 2019

Процентсем текех чăрмантармĕç

Министрсен Кабинечĕн паянхи ларăвне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăй алă пуснă указ çинчен пĕлтернинчен пуçларĕ. Сăмах — пурăнмалли вырăнсен хăтлăхне лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен.

Указ пурăнмалли çурт-йĕрпе хула хутлăхне аталантармалли нацпроекта пурнăçлассипе çыхăннă. Документпа килĕшÿллĕн ял-хула урамĕсене тирпейлесси, нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене хăтлăлатасси республика аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри пулса тăраççĕ. Республика бюджечĕсĕр пуçне муниципалитетсен те çак ĕç валли укçа уйăрассине палăртмалла, ку енĕпе граждансен, предпринимиательсен укçине явăçтарассине тивĕçтермелле.

Ял çыннисем пурăнмалли условисене лайăхлатмалли мероприятисене хутшăнмалли йĕрке улшăнать. Кун пирки ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов каласа пачĕ. Унччен ялта ĕçлесе пурăнакансене çурт тума е туянма патшалăх енчен пулăшнă чух çирĕп услови пулнă: укçан 70% — çамрăк специалистсем валли, 30% - ыттисене. Çитес çултан ку услови пăрахăçланать. Çакă, Сергей Геннадьевич палăртнă тăрăх, хăш-пĕр ял тăрăхĕнче çамрăк специалистсем пулманнипе сăлтавланнă, çавна май унта хайхи пулăшупа никам та усă курайман. Малашне ку чăрмав пулмĕ — пулăшупа çынсен ÿсĕмне пăхмасăр тивĕçтерĕç.

Тепĕр самант: строительство валли кирлĕ укçан 30% кая мар пайне çынсен хăйсен хывмалла. Çĕнĕлĕх — маларах пуçарнă стройка валли кайнă тăкаксене çав 30% вырăнне шута илме ирĕк пани. Çурт-йĕр тумалли, туянмалли пулăшупа агропромышленноç комплексĕнче, ветеринари тытăмĕнче вăй хуракансем кăна усă курайĕç, ытти категорие списокран кăларнă.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. 

Рубрика: