Йĕркеллĕ пурăнма хăнăхтараççĕ

25 Чÿк, 2019

Йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынсене, уйрăммăн илсен наркотикпе усă куракансене, йĕркеллĕ пурнăç патне тавăрас тĕлĕшпе мĕнле мерăсем йышăнаççĕ? Шăпах çак ыйту тĕп вырăнта пулчĕ Чăваш Республикинче наркотиксемпе кĕрешекен комиссин паян иртнĕ черетлĕ ларăвĕнче. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ.

Пирĕн республикăра наркотиксемпе усă куракансене медицина тата социаллă пулăшу кÿрес тĕлĕшпе пĕрлехи тытăм туса хунă. Унта диагностика, сиплев, реабилитаци мероприятийĕсен комплексĕ тата диспансер сăнавĕ кĕреççĕ. ЧР Ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев наркотик хутăшĕсемпе тата психотроплă япаласемпе усă курнăран йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынсен социаллă реабилитицине йĕркелес тĕлĕшпе мĕнле ĕçсем туни пирки каласа кăтартрĕ. 

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов пĕлтернĕ тăрăх — республикăри наркологи диспансерĕн реабилитаци уйрăмĕнче кăçалхи 10 уйăхра 600 ытла çынна сипленĕ, çав шутран 120-шĕ наркотик хутăшĕсемпе туслă. 1150 çын психотерапи клубĕсене çÿреççĕ. Специалистсем вĕсен çемйисенчи çынсемпе те психокоррекци ĕçне ирттереççĕ. Владимир Викторов наркологи служби социаллă службăпа тачă çыхăнса ĕçленине çирĕплетрĕ. 

Айăплава пула тĕрмене лекнĕ хĕрарăмсене пулăшас тĕллевпе Чăваш Енри сиплевпе юсану 7-мĕш учрежденийĕнче пĕлтĕрхи юпа уйăхĕнче «Аврора» реабилитаци центрĕ уçнă. Унăн ĕçĕпе ларура Федерацин айăплава пурнăçлакан службин Чăваш Республикинчи управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Вадим Адров паллаштарчĕ. Вăл каланă тăрăх — çак центра ирĕке тухмашкăн çур çул юлнă, ĕçрен тарса çÿремен, учрежденире тĕрлĕ мероприятие хастар хутшăнакан хĕрарăмсене илеççĕ. Центрта хуçалăхра мĕн кирли йăлтах пур: холодильник, кĕпе-йĕм çумалли машина, утюг, савăт-сапа… Çапла вара «Аврора» центрта хĕрарăмсем кил хуçалăха тытса пымалли ăсталăха аса илеççĕ. Паллах, вĕсемпе ултă уйăхра воспитани, психологи тата социаллă мероприятисем те ирттереççĕ, çавскерсем ирĕке тухсан та алкогольсĕр е наркотиксемсĕр пурăнма пултарччăр тесе тăрăшаççĕ.

Михаил Игнатьев çак центра уçнин кăтартăвĕсемпе кăсăкланчĕ. Вадим Адров «Аврорăна» уçнăранпа унта 28 хĕрарăм реабилитаци витĕр тухнине, вĕсен тыткаларăшĕ лайăх еннелле улшăннине палăртрĕ. Республика Пуçлăхĕ ырă кăтартусем пур тăк çакнашкал центра ытти учрежденире те уçма сĕнчĕ.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас