Ыйту пур-и?

26 Чÿк, 2019

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев халăхпа яланах уççăн калаçать.

Республикăра пурăнакансен шухăш-кăмăлне пĕлме, капланнă ыйтăвĕсене татса парас тĕллевпе журналистсене пресс-конференцие пуçтарать, Чăваш наци телекуравĕн эфирĕнче «тÿрĕ лини» ирттерет. Кунашкал форматлă тĕлпулусем малашне те йĕркеленĕç. Çавна май Михаил Игнатьева памалли ыйтусене вулакансем «Хыпар» хаçат редакцине те ярса пама пултараççĕ. Адресĕ: Шупашкар хули, И.Яковлев проспекчĕ, 13-мĕш çурт. Электронлă почта: hypar1@mail.ru. Ыйтса пĕлмелли телефон: 89674706535.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА хатĕрленĕ.

Комментари хушас