Новости по теме

25 Чÿк, 2019

Мускавран Шупашкара «Сухой Суперджет» самолетсене вĕçтересшĕн

Чăваш Ен делегацийĕ Мускавра иртнĕ Транспорт эрнине хутшăннă, унăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян ирттернĕ канашлура транспорт министрĕ Александр Николаев паллаштарчĕ.

25 Чÿк, 2019

3 пин ытла вкладчике укçа тавăрса панă

Лицензисĕр юлнă Чăвашкредитпромбанк вкладчикĕсене укçа тавăрса парасси мĕнле пынипе Россельхозбанкăн Чăваш Енри филиалĕн ертÿçи Ирина Письменская ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тунтикунсерен ирттерекен канашлура

22 Чÿк, 2019

Шăхасанта тĕп культура çурчĕ уçăлчĕ

Иккĕленÿ çук: çак куна Канаш районĕнчи культура ĕçченĕсем, унта пурăнакансем тахçантанпах кĕтнĕ. Паян вĕсен ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ: Шăхасан салинче районти тĕп культура çурчĕ савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ.

21 Чÿк, 2019

Форум: пахалăх тĕп вырăнта пултăр

Чÿк уйăхĕн варринче Пахалăхăн пĕтĕм тĕнчери кунне уявлаççĕ. Ăна пĕрремĕш хут 1989 çулта паллă тунă. Пирĕн республикăра Пахалăх кунне халалласа тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Паян Шупашкарта регионсен хушшинчи XV «Ăнăçлă бизнесăн стратегийĕ тата практики» форум уçăлчĕ. Унта тĕрлĕ предприяти-организаци ертÿçисем, бизнесменсем, влаç органĕсен представителĕсем хутшăнчĕç.

20 Чÿк, 2019

Çеçпĕл Мишшине халалланă литературăпа музыка каçĕ иртрĕ

Чÿк уйăхĕн 19-мĕшĕнче И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш тата вырăс филологийĕн факультетĕнче Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине халалланă «Халăхăмăр мухтавĕ. Вилĕмсĕр йыхравçă» литературăпа музыка каçĕ иртрĕ.

18 Чÿк, 2019

Чĕмпĕр облаçĕнчи чăваш хаçачĕпе телекăларăмĕ 30 çулхине уявланă

Шăмат кун, чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче, Чĕмпĕр облаçĕнчи чăвашсен «Канаш» хаçачĕ тата «Эткер» телекăларăм тухма пуçланăранпа 30 çул çитнине анлăн паллă тунă.

18 Чÿк, 2019

Промышленноç та, ял хуçалăхĕ те ÿсĕмлĕ

Кăçалхи кăрлач-юпа уйăхĕсенче республикăн промышленноç производствин индексĕ 104,8% танлашнă. Ял хуçалăх кăтартăвĕ - 102%. Çак тата ытти цифрăна ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттеркен планеркăра экономика аталанăвĕн министрĕ Павел Иванов пĕлтерчĕ.

Pages