Чи лайăх дружиннике палăртрĕç

22 Чÿк, 2019

Паян «Чи лайăх халăх дружинникĕ» республика конкурсне пĕтĕмлетрĕç. Унăн çĕнтерÿçи — Çĕнĕ Шупашкарти Виталий Александров.

Виталий Павлович пурнăçне йĕрке хуралĕпе çыхăнтарнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та çак ĕçрен пăрăнман, юлташĕ сĕннипе халăх дружинине çырăннă. «Ун чухне раштав уйăхĕччĕ. Хĕлле пушă вăхăт нумай, çуркуннеччен ĕçлĕп терĕм. Паян кунчченех кунта тăрăшатăп», — терĕ Виталий Павлович. 2006 çултанпа вăл полици ĕçченĕсемпе пĕрле общество йĕркине сыхлать.

Конкурса икĕ тапхăрпа йĕркеленĕ. Малтан республика хулисемпе районĕсенчи çĕнтерÿçĕсене палăртнă. Финал паян Шупашкарта иртнĕ. Унта хутшăннисем тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр, çак шутра Раççей саккунĕсене, пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ пани, кĕлетке-çурăм пиçĕлĕхне кăтартни, тухнă. «Чи лайăх халăх дружинникĕ» ята Виталий Александров /Çĕнĕ Шупашкар/ тивĕçнĕ, иккĕмĕш вырăнта — Вячеслав Шпаков /Канаш районĕ/, виççĕмĕш вырăнта — Петр Усов /Улатăр хули/. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене хаклă парнесемпе, дипломсемпе чысларĕç.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас