Мускавран Шупашкара «Сухой Суперджет» самолетсене вĕçтересшĕн

25 Чÿк, 2019

Чăваш Ен делегацийĕ Мускавра иртнĕ Транспорт эрнине хутшăннă, унăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян ирттернĕ канашлура транспорт министрĕ Александр Николаев паллаштарчĕ.

Транспорт аталанăвĕ тенĕрен, «Мускав — Шупашкар» маршрутпа «Сухой Суперджет» самолетсем вĕçме пуçлассине йĕркелес тĕлĕшпе те калаçусем пыраççĕ. Тата — Мускав хули усă курнă троллейбуссене Шупашкара тÿлесĕр парасси пирки. Тĕп хулан транспорт департаменчĕпе пĕр чĕлхе тупни Чăваш Енри пассажирсене илсе çÿрекен транспорт тытăмне вăй парас шанăç пур.

«Шупашкар — Сăр» автоçула вырăнтисен шутĕнчен кăларса федераци пĕлтерĕшлисен статусне куçарасшăн. Ку енĕпе Федерацин çул-йĕр агентствипе калаçусем пыраççĕ. Михаил Игнатьев çак ыйтăва татса парас енĕпе çине тăмаллине пайăррăн палăртрĕ. Ку çав çула тытса тăмалли укçана перекетлеме, унпа вырăнти çулсене пăхса тăмашкăн усă курма май парĕ.

Александр Николаев çавăн пекех çĕнĕ Мускав — Хусан автотрасса шăпине те уçăмлатрĕ. Транспорт эрнинче ун пирки те сăмах пулнă. Европа — Хĕвел Анăç Китай çулăн çак сыпăкĕ Чăваш Ен урлă та каçмалла, республикăри ултă район территорийĕпе иртекен сыпăк 89,3 километрпа танлашмалла.

Михаил Игнатьев вара виççĕмĕш çурма ункă-çул проектне тăвас ĕçсене хăвăртлатма чĕнсе каларĕ. Унсăрăн Мускавран çак объект валли укçа ыйтасси те чăрмавлă: «Проект çук — калаçу та çук…» Вăл Шупашкар влаçĕсене пассажирсем валли пĕрлехи уйăхлăх çул çÿрев билечĕсем тăвас тĕлĕшпе те ÿпкелерĕ: «Мусквара виçĕ транспорт — троллейбуссем, автобуссем тата метро — тĕлĕшпе çавнашкал пĕрлехи билетсемпе усă кураççĕ. Эпир вара икĕ транспорт тĕлĕшпе те çакна тÿрре кăлараймастпăр…» Çынсем — пассажирсем — çапла тума ыйтаççĕ, вĕсемшĕн меллĕ пултăр тесен ыйтăва татса памаллах. ЧР Пуçлăхĕн шучĕпе, Шупашкарта кăна мар, Çĕнĕ Шупашкарта та пĕрлехи билетсене ĕçе кĕртме май пур.

Канашлу çак кунсенче иртнĕ сумлă спорт мероприятийĕсене пĕтĕмлетнипе вĕçленчĕ. Патшалăх влаçĕн тата муниципалитетсен ĕçченĕсен спартакиадин юлашки тапхăрĕ пирки ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев сăмах илчĕ. Вăл хăш-пĕр министерство ăмăртусенчи кăтартусене «лайăхлатас» тĕллевпе айккинчи, хăйсен патĕнче ĕçлемен çынсене тупăшусене явăçтарнине палăртни çинчен каларĕ. Асăрхаттарчĕ: «Эпир Олимпиадăна хутшăнма тĕллев лартман вĕт — апла хăтланма кирлĕ мар. Малашне унашкаллине тупса палăртсан тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем пулĕç…»

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Комментари хушас