Çеçпĕл Мишшине халалланă литературăпа музыка каçĕ иртрĕ
Чÿк уйăхĕн 19-мĕшĕнче И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш тата вырăс филологийĕн факультетĕнче Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине халалланă «Халăхăмăр мухтавĕ. Вилĕмсĕр йыхравçă» литературăпа музыка каçĕ иртрĕ.