Комментари хушас

19 Çĕртме, 2018

Çеçпĕл Мишши халăх асĕнчех

Çĕртмен 15-мĕшĕ — Çеçпĕл Мишшине аса илмелли кун. Çак кун çамрăк поэтăн, публицистăн, общество тата патшалăх çыннин пурнăçĕ сарăмсăр татăлнă.
Пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ: кĕске пурнăçĕнчех вăл чăваш поэзийĕн историйĕнче çутă йĕр хăварнă. Çак кун поэт ячĕллĕ сквера, Çеçпĕл Мишшин палăкĕ умне Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн артисчĕсем, республикăри культура ĕçченĕсем, вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, унăн поэзине кăмăллакансем пухăннă. Митинга Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай йĕркелесе ертсе пынă. ЧР культура министрĕн çумĕ Елена Чернова Çеçпĕл Мишши чăваш литературин аталанăвне пысăк тÿпе хывнине палăртнă. Çамрăксен театрĕн директорĕ Елена Николаева палăртнă тăрăх, Çеçпĕл Мишшин сăмах вăйĕ çав тери вăйлă, унăн поэзийĕ паянхи куншăн та пĕлтерĕшлĕ. «Кашни çулах эпир çĕнĕ сезон умĕн палăк умне чечек хуратпăр. Кашни çулах кунта коллектив хамăрăн çурт пултăр тесе ыйтнă. Паян эпир ĕмĕте пурнăçа кĕртнĕшĕн поэта тав тăвасшăн. Республикăра ырă улшăнусем пулса иртеççĕ, чăваш сăмахĕ çĕнĕлле янăрать», — тенĕ вăл. Пухăннисем палăк умне чĕрĕ чечек хунă, поэт сăввисене вуланă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.