21-мĕш ĕмĕр: Çеçпĕл Мишши поэтăмăрăн шухăшĕсем...
/«Чăваш ачине» сăвва малалла тăсса/.
Пĕлтер мана, Тăван çĕршывăм!
Епле шăпа кĕтет чĕлхемĕре?
Мĕн кансĕрлет, кала, ентешĕм,
Чăваш пулса ÿсме пепкемĕре?
Пĕр ĕмĕр каяллах кĕтеттĕм
Кăвар чĕлхеллĕ çамрăк килессе.
Хăватлăх кĕртессе шанаттăм
Чăвашăн капăр чĕлхине... пĕлсе.
Ăçта çухалчĕ ăс-тăну, чăвашăм?
Мĕне кура пур-çук вăйна пайлан?
Ăçта паян сан хăвату, тăванăм?
Хăçан, хăçан эс хăв çулна тупан?
Сăввăмсенче чунтан кĕтсе çыраттăм
Чăваш ачин сасси янăрасса.
Чĕлхемĕр малашне унра кураттăм
Çунтарасса... хура-шуртан тухса.
Ытла та тарăн пулчĕ-шим суранăм?
Аран-аран чăвашлăх вăй илет.
Сан асапна, ман Атăлçи Пăлхарăм,
Нивушлĕ тепĕр хут курмах тивет?
Ăçта-ши эс, кĕрнек мăнаç Юманăм?
Санра чăваш пуласлăхне курать.
Аваллăхран пăхать Ошель, Пăлхарăм,
Чăваш тĕнчи хăй ывăлне сăнать.
Санра - Чăваш пуласлăхĕ, ыр çыннăм!
Санра вăл хăйĕн кун-çулне курать.
Эппин, ĕçлер-и çанă тавăрса, тăванăм,
Çапла тума эп мар, пĕтĕм чăваш ыйтать.
Пĕлсем, илтсем, Тăван çĕршывăм!
Çителĕклех эп тÿсрĕм йывăр асапа.
Пĕччен иртсессĕн те тумхах кун-çулăм
Çунтартăм чунăма чăвашăма савса.
* * *
Çак йыхрав шанчăкпа янрасассăн,
Çитейсен, витерсен чунăра. Ун ăшши
Пин-пин çын кăмăлне çĕклесессĕн,
Тен, лăпланăп эпĕ те - Çеçпĕл Мишши…
Лидия ФИЛИППОВА.
Комментари хушас