Хăюллă, хыт утăмлă пулăр, çĕршывăн хастар ачисем!
Çеçпĕл Мишшин сăвви паянхи кун та çамрăксене çĕнĕ çитĕнÿсем тума, малашлăха хăюллăн пăхма, çутă та таса ĕмĕтсемпе пурăнма хавхалантарать. Çулăмлă поэтăн хайлавĕ чăваш яш-кĕрĕмĕпе хĕр-упраçĕн гимнĕ пулса тăчĕ тесен те йăнăшас çук. Çак сăмахсене ахальтен аса илмерĕм: паян пин-пин шкул ачипе студент парта хушшине ларчĕ. Çĕршыв, республика тата халăх пуласлăхĕ вĕсем вĕренÿре хăюллă та хастар пулнинчен нумай килет-çке.
И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче те Пĕлÿ кунĕ савăнăçлă уявран пуçланчĕ. Чăваш патшалăх филармонийĕн çутă залĕнче аслă шкула тин вĕренме кĕнĕ яшсемпе хĕрсене, пĕрремĕш курс студенчĕсене, пурнăçăн анлă çулĕ çине тăнă ятпа — çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа — саламларĕç.
— Пĕлÿ кунĕ вĕренекенсемшĕн те, преподавательсемшĕн те, ашшĕ-амăшĕшĕн те питĕ хаваслă, çав вăхăтрах хумхануллă пулăм. Паян кашниншĕн пĕлтерĕшлĕ тапхăр пуçланать. Университета вĕренме кĕни — сумлă. Тăрăшса вĕренсен — çирĕп пĕлÿллĕ, пĕлÿ илсен пысăк квалификациллĕ специалист пулатăр. Çамрăк специалистсем хальхи вăхăтра кашни район-хуларах кирлĕ. Пирĕн çĕршыв, тăван республика еплерех пуласси сиртен нумай килет, — терĕ ЧППУ ректорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Иванов. Вăл каланă тăрăх — кăçал педуниверситета 1215 çын вĕренме кĕнĕ. Пĕтĕмĕшле вара 6000 ытла студент пĕлÿ илет, вĕсене тарăн пĕлÿ парас тĕллевпе 380 яхăн преподаватель ĕçлет.
Аслă шкулта ырă йăласене упраса пурăнаççĕ. Калăпăр, вырăс чĕлхи кафедрин профессорĕ Ген-надий Анисимов университетран 58 çул каяллах вĕренсе тухнă пулин те кашни çул авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕнче пĕрле вĕреннĕ тус-юлташĕпе тĕп корпус умĕнчи паркра тĕл пулаççĕ. Сакăр теçетке çул урлă каçнă вĕрентекенĕмĕр çамрăксене вĕренÿре хастар, ĕçре пултаруллă пулма сунчĕ. Сцена çине çавăн пекех 92-ри Дмитрий Егоров та тухрĕ. Хисеплĕ профессор пурне те çирĕп пĕлÿллĕ пулма, çĕр çулччен пурăнма пил пачĕ.
Пĕрремĕш курс студенчĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов ăнăçу сунчĕç.
— Паянхи яш-кĕрĕмшĕн вĕренме те, ĕçлеме те, аталанма та, спортпа туслă пулма та пур услови туса панă. Эпир çамрăк чух çĕнĕ спортзал, хăтлă шкул, хальхи йышши техника çинчен ĕмĕтленме те пултарайман. Хальхи вăхăтра çĕнĕ пуçарусене пурнăçа кĕртмешкĕн патшалăх укçа-тенкĕпе нумай пулăшать. Хастар та тăрăшуллă пулмалла, хăюллă утăмсем тума хăрамалла мар. Сирĕн хушăра пултаруллисем сахал мар, — терĕ Михаил Васильевич.
Алена Аршинова вĕренÿ отраслĕ патшалăх политикин чи пĕлтерĕшлĕ енĕсенчен пĕри пулнине аса илтерчĕ, çавăнпа ăна аталантарас тĕллевпе пĕрле ĕçлеме чĕнсе каларĕ. “Аслă шкулта вĕреннĕ тап-хăр вăл — чи кăсăклă вăхăт. Сирĕн вĕренсе тарăн пĕлÿ илме те, хăвăр пултарулăхăра аталантарма та, хăвăр шухăшăрсене пурнăçа кĕртме те майсем çителĕклех. Çавăнпа тăрăшăр, аслисенчен тĕслĕх илĕр, малашлăха çутă ĕмĕтпе пăхăр”, — терĕ Алена Игоревна.
Çав кунах сумлă хăнасене И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче Андрей Алек-сандров ректор, студентсемпе преподавательсем ăшшăн кĕтсе илчĕç. Аслă шкул çĕнĕ вĕренÿ çулне тĕплĕ хатĕрленнĕ. Тĕслĕхрен, патшалăх программипе килĕшÿллĕн 7-мĕш общежитире пысăк юсав ирттернĕ. Çак ĕçе тепĕр çулта та тăсĕç. Çавăн пекех университет кăçал Пĕтĕм Раççейри конкурсра мала тухса Инжиниринг центрĕ уçма грант çĕнсе илнĕ. Çывăх вăхăтра унта ăста специ-алистсене хатĕрлеме пуçлĕç.
— ЧПУн туслă çемйине кăçал хастар та маттур 2300 çамрăк хушăнчĕ. Пирĕн университетра ют çĕршыв çыннисем вĕреннине пурте пĕлетĕр. Кăçал вĕсен йышĕ 200 ытла студентпа пуянланчĕ, — терĕ Андрей Юрьевич. Сумлă хăнасем ырă хыпар та пĕлтерчĕç: тепĕр çул университетра бассейн тума тытăнаççĕ. Спортпа туслисемпе сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан вĕрентекенсемпе вĕренекенсемшĕн лайăх парне пулĕ ку.
Андрей МИХАЙЛОВ