Комментари хушас

21 Чÿк, 2019

Форум: пахалăх тĕп вырăнта пултăр

Чÿк уйăхĕн варринче Пахалăхăн пĕтĕм тĕнчери кунне уявлаççĕ. Ăна пĕрремĕш хут 1989 çулта паллă тунă. Пирĕн республикăра Пахалăх кунне халалласа тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Паян Шупашкарта регионсен хушшинчи XV «Ăнăçлă бизнесăн стратегийĕ тата практики» форум уçăлчĕ. Унта тĕрлĕ предприяти-организаци ертÿçисем, бизнесменсем, влаç органĕсен представителĕсем хутшăнчĕç.

«Предприятисемпе организацисен тата бизнеса ертсе пынин пахалăхĕнчен, производство пахалăхĕнчен нумай чухне халăхăн пурнăçне лайăхлатасси те килет, çакă пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать», — терĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Вăл предпринимательсем хăйсен пуçарăвĕсене пурнăçа кĕртме тата хăтлăхра ĕçлеме пултарччăр тесе ЧР Правительстви йĕркеллĕ условисем тума ăнтăлнине каларĕ. 

Форумра Мускав, Саратов, Санкт-Петербург хулисенче, Чулхулара пахалăх енĕпе ĕçлекен ертсе пыракан специалистсем тухса калаçрĕç. Акă «Федерацин ĕç тухăçлăхĕн сферинчи компетенцисен центрĕ» проект ертÿçи Антон Горюнов /Мускав хули/ ĕç тухăçлăхне ÿстерессипе çыхăннă наци проекчĕ Чăваш Республикинче мĕнле пурнăçа кĕни пирки каласа кăтартрĕ. Вăл Чăваш Ен «Ĕç тухăçлăхне ÿстересси тата халăха ĕçпе тивĕçтерессине пулăшасси» проекта пурнăçламашкăн 2018 çулта хутшăннине пĕлтерчĕ. Паянхи кун республикăри 23 предприяти унта палăртнă тĕллевсене чăна çавăрас енĕпе ĕçлет. Вĕсенчен 2-шĕнче ĕç тухăçлăхне ÿстерме пултарнă та ĕнтĕ. Ыттисенче те малтанхи кăтартусем пур.

Чулхула облаçĕнчи Социаллă сферăри инновацисен центрĕн общество канашĕн членĕ Юлия Рогозян «социаллă предпринимательлĕх» мĕне пĕлтернине ăнлантарса пачĕ. Санкт-Петербургран килнĕ эксперт Юрий Ковганич агропромышленноç комплексĕ валли хатĕрлекен цифра технологийĕсем пирки каласа кăтартрĕ. «Хальхи вăхăтри комбайн — кустăрма çине вырнаçтарнă компьютер», — терĕ.

Мероприятире çавăн пекех «Чăваш Республикин Пуçлăхĕн социаллă яваплăх енĕпе паракан премийĕ» тата «Чăваш Республикин пахалăх марки» республика конкурсĕсен, Пĕтĕм Раççейри «Раççейĕн чи лайăх 100 таварĕ» программа-конкурсĕн ларуреачĕсене чысларĕç. 

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем.