Иккĕленÿ çук: çак куна Канаш районĕнчи культура ĕçченĕсем, унта пурăнакансем тахçантанпах кĕтнĕ. Паян вĕсен ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ: Шăхасан салинче районти тĕп культура çурчĕ савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ.
Канаш районĕнчи Шăхасанти культура çурчĕ çумĕнчи «Хозяюшка» клуба çÿрекенсем çу кунĕсенче те пĕрле пухăнма вăхăт тупаççĕ. Çĕртме-çурла уйăхĕсем — улма-çырла пиçсе çитнĕ тапхăр. Кил хуçи хĕрарăмĕсем сиплĕ çырларан тăрăшсах тутлă çимĕç хатĕрлеççĕ.