Вунă çын — вунă ăс
Канаш районĕнчи Шăхасанти культура çурчĕ çумĕнчи «Хозяюшка» клуба çÿрекенсем çу кунĕсенче те пĕрле пухăнма вăхăт тупаççĕ. Çĕртме-çурла уйăхĕсем — улма-çырла пиçсе çитнĕ тапхăр. Кил хуçи хĕрарăмĕсем сиплĕ çырларан тăрăшсах тутлă çимĕç хатĕрлеççĕ. «Витаминсем упранччăр тесен варение те пĕлсе пĕçермелле. Эпир клубра пĕр-пĕрин опычĕпе паллашатпăр», — теççĕ клуб членĕсем.
Варени улма-çырларан кăна мар, пахча-çимĕçрен те хатĕрлеме пулать иккен. Клубра кишĕртен, симĕс помидортан, хăяртан та пылак çимĕç пĕçерме вĕренеççĕ. Хальхинче Э. Куропаткина, Н. Никитина, Л. Егорова, В. Ильина, Л. Григорьева, В. Михайлова хăйсен рецепчĕсемпе паллаштарчĕç. Кăмăл тунисем вĕсене астивсе те пăхрĕç.
Комментари хушас