Мăкăр кĕперне юсаса çĕнетĕç

20 Çурла, 2020

Канаш районĕнчи Мăкăр ялĕ патĕнчи чукун çул кĕперне юсаса çĕнетесшĕн. Культурăпа историн район шайĕнчи палăкĕ шутланса тăраканскере республикăри туризм объекчĕсен йышне кĕртесшĕн.

Çак эрнере Канаш районĕнче ĕçлĕ çул çÿревпе пулнă май республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Мăкăр ялĕнчи кĕпер патне те çитсе курнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, унта иккĕмĕш хутчен пулнă. Кĕпер кашнинчех хăйĕн хăвачĕпе тыткăнланине палăртнă. 16 бетон юпа çинче тытăнса тăракан арка евĕр сооружение 20-мĕш ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче тунă. Вăрçă çулĕсенче вăл стратеги пĕлтерĕшлĕ шутланнă. Халĕ пуйăссем урăх çулпа çÿреççĕ, анчах хитре кĕпере курма çынсем йышлăн кайса çÿреççĕ. Олег Николаев кĕпере юсаса çĕнетмелине, ун тавралли террриторие хăтлăлатмаллине, ун патне пыма çул тумаллине палăртнă.

www.hypar.ru @oanikolaev1969 сăн ÿкерчĕкĕ.

 

Комментари хушас