Çĕнтерÿçĕ кубокĕ — ентешсенче

21 Чÿк, 2019

Канмалли кунсенче Тольятти хулинче каратэ енĕпе иртнĕ «Туслăх Кубокĕ» Пĕтĕм Раççейри ăмăртăва Чăваш енĕн пĕрлештернĕ команди ăнăçлă хутшăннă. Ката дисциплинăра Николай Федоров тренер вĕренекенĕсем 4 «ылтăн» тата 3 «бронза» медале тивĕçнĕ.

14-15 çулсенчи спортсменсенчен Çĕнĕ Шупашкарти Владимир Федорова çитекенни пулман. Вăл 1-мĕш вырăна çĕнсе илсе Раççей спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă. Командлă ката тĕсĕнче Владимир Федоров, Владислав Карсаков, Валерий Брагин чи лайăх техникăпа палăрнă, «ылтăна» тата çĕнтерÿçĕ кубокне тивĕçнĕ. Çак ÿсĕмри хĕрсем те хăйсене тивĕçлĕ кăтартнă. Елизавета Григорьева, Сара Алексеева, Анна Михайлова пьедесталăн 3-мĕш картлашки çине хăпарнă.

Ăмăрту йĕркелÿçисем палăртнă тăрăх, кăçал «Туслăх Кубокĕ» тупăшăва Раççейĕн 33 регионĕнчен тата Казахстанран 2 пине яхăн спортсмен хутшăннă.

www.hypar.ru

 

Рубрика: 

Комментари хушас