Чĕмпĕр облаçĕнчи чăваш хаçачĕпе телекăларăмĕ 30 çулхине уявланă

18 Чÿк, 2019

Шăмат кун, чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче, Чĕмпĕр облаçĕнчи чăвашсен «Канаш» хаçачĕ тата «Эткер» телекăларăм тухма пуçланăранпа 30 çул çитнине анлăн паллă тунă. Чăвашсене сума сунине палăртакан мероприяти «Губернаторский» культура керменĕнче иртнĕ.

Аякри йăхташăмăрсен хаçачĕпе телекăларăмĕ виçĕ теçетке çул тухса тăнипе саламлама вăл тăрăхри чăвашсемпе ытти халăх çыннисем çеç мар, кÿршĕ регионти хăнасем те пухăннă. Чăваш Ен делегацийĕн йышĕнчеЧăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ – тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина, ЧНКн вице-президенчĕ Владимир Тяпкин пулнă.

Татьяна Геннадиевна кÿршĕ регионти йăхташăмăрсем тăван чĕлхене сума сунине палăртрĕ. «Культура çуртĕнчи фойере чăвашла калаçнине илтсен кунта çеç çапла пулĕ тесе шухăшларăм. Залра та чăвашла сăмахлани кăна илтĕнсе тăчĕ. Уява та тăван чĕлхепе ертсе пычĕç. Çакă чăннипех хавхалантарчĕ, мăнаçлантарчĕ», – пĕлтерчĕ ĕçтешĕмĕр.

Вырăс облаçĕнчи чăваш хаçачĕпе телекăларăмĕн юбилейне Чĕмпĕр кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов та çитни регион ертÿçи чăвашсене хисеп тунине яр уççăн палăртать. Унсăр пуçне Тутарстанри «Сувар», Пушкăрт Республикинчи «Урал сасси» хаçатсен редакторĕсем ĕçтешĕсене саламланă. «Хыпар» Издательство çурчĕн пуçлăхĕ Чăваш Енĕн цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн Михаил Анисимовăн ăшă саламне илсе çитернĕ. Михаил Анисимов министр Чĕмпĕрсене чăвашлăха упрас енĕпе сулмаклă утăмсем тунăшăн тав тунă. Татьяна Геннадиевна вара «Канаша» тата «Эткере» Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăваш сăпки тесе хакланă. Унти чăвашсен хаçатне «Хыпар» пекех йыш хушса тĕрлĕ хаçат кăларса тăма суннă. Ĕçтешĕмĕр Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăвашсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Олег Мустаев чăваш ятне çÿлте тытса пыма пултарнине те палăртса хăварнă.

СĂМАХ МАЙ 

«Канаш» хаçатпа çыхăннă сăн ÿкерчĕксене (вĕсене Картюков ÿкернĕ) асăннă тăрăхри Н. Казаков таврапĕлÿçĕ ярса пачĕ. Вĕсенчен пĕринче - асăннă кăларăмăн халăх корреспонденчĕ пулнă А. Казаков (1932-1999). А. Казаков хаçата çырăнтарма хастар хутшăннă. Йелмелсем 1991-1993 çулсенче 100-е яхăн экземпляр хаçат илсе тăнă. Вĕсене почта урлă конвертпа ярса тăнă.  

www.hypar.ru

Вера ЭВЕРККИ. 

Рубрика: 

Комментари хушас