Çĕртме уйăхĕнче Раççейри допингпа кĕрешекен агентство Чăваш спортсменĕсемпе медицина ĕçченĕсем антидопинг йĕркине пăснă 60 ытла тĕслĕхе тупса палăртнине пĕлтернĕччĕ.
Республикăра пурăнакансен спортпа туслă йышĕ 44,8% çитнĕ — аван кăтарту, анчах çакăнпа çырлахни вырăнсăр, тĕллев — асăннă кăтартăва 55% шайне çĕклесси. Çак цифрăсене Министрсен Кабинечĕн паян Иван Моторин премьер ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче хăй ертсе пыракан ведомствăн 2018 çулхи ĕçĕ çинчен отчет тунă май спорт министрĕ Михаил Богаратов пĕлтерчĕ.