Хăрушсăрлăха уяманни инкек кÿрет

27 Чÿк, 2019

Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн кашни ларăвĕнче тенĕ пекех вăл е ку министерствăн е ведомствăн иртнĕ çулхи ĕçĕ çинчен отчет итлесси йăлана кĕнĕ. Ку хутĕнче Хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсен тата техникăн ытти тĕсĕн юсавлăхне сăнаса тăракан патшалăх инспекцийĕн черечĕ çитрĕ. Унăн ертÿçи Сергей Вязовский пĕлтернĕ тăрăх, 2018 çулта республикăра инспекци сăнаса тăракан техника шучĕ 24 187 единицăпа танлашнă. Кăçал — кăшт ытларах. Уйрăм çынсем 525 единица техника туяннă, хуçалăхсем — 141.

Уйрăм çынсен техникин шучĕ ÿссе пырать, хуçалăхсен, предприятисен — чакать. Анчах кунта çакна шута илмелле: предприятисем паян хăватлă машинăсем туянаççĕ — пĕри кивĕ темиçе трактора улăштарма пултарать.

Сергей Юрьевич трактор-комбайнăн 56% кăна техника тĕрĕслевĕнче пулни çинчен калани вара Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева сисчĕвлентерчĕ. Тĕрĕслевре пулман техникăн пĕр пайĕпе тем тесен те усă кураççĕ. Ку вара хăрушсăрлăха тÿррĕнех пырса тивет. Çавна май инспекцие çав техника хуçисенчен çирĕпрех ыйтмалли пирки асăрхаттарчĕ.

Çавăн пекех вăл мотоблоксемпе йĕрке тумалли пирки тепĕр хут аса илтерчĕ. Нумайăшĕн фарисем çук - çулсем çине çаплипех тухаççĕ. Хăрушсăрлăха уяманни инкек кÿрет — кăçал та çавнашкал икĕ тĕслĕх пулнă. Инспекци енчен тимлĕх, профилактика мерисем кирлех. Сергей Вязовский мерăсем йышăнма шантарчĕ. Ĕçĕ пысăкки паллă: вăл каланă тăрăх, республикăра мотоблоксен шучĕ вăтамран 37 пинпе танлашать…

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Рубрика: 

Комментари хушас