Министр хуравлать

26 Чÿк, 2019

Чÿкĕн 28-мĕшĕнче ЧР культура министрĕ Константин Яковлев тÿрĕ эфира тухать.

Республика ялĕсемпе хулисенче пурăнакансен ыйтăвĕсене вăл 15-17 сехетсенче хуравлĕ. «Тÿрĕ линие» Чăваш Республикин влаç органĕсен видеохостингĕнче /video.cap.ru/ онлайн режимра кăтартĕç.
Ыйтусене маларах https://forms.cap.ru/modules/form—builder/ published/mincult.php адреспа йышăнаççĕ. Видео ыйтусем валли «Там-Там» мессенджерта /https://tt.me/Pryamaya—liniya/ ятарлă канал йĕркеленĕ. Çавăн пекех 8/8352/ 64-20-80 телефонпа шăнкăравлама, culture@cap.ru адреспа çырма юрать.
«Тÿрĕ лини» вăхăтĕнче, 14-16 сехетсенче, ыйтусене 8/8352/ 56- 51-00 телефонпа йышăнаççĕ.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА хатĕрленĕ.

Комментари хушас