Шупашкарти аслă шкула ыр кӑмӑллӑхҫӑсем пухӑнчӗҫ

12 Раштав, 2019

Паян Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче республикӑри ыр кӑмӑллӑхҫӑсен форумӗ иртет.

Чӑваш Республикинче 1,6 пин волонтер пӗрлешӗвӗ. Вӗсен йышӗнче - 50 пин ытла ыр кӑмӑллӑхҫӑ. Форума 180 хастар хутшӑнать. Вӗсене ЧР сывлӑх сыхлав министрӗпе Владимир Викторовпа ЧР вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ Сергей Кудряшов саламларӗҫ. "ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев "Ҫамрӑксене шанмалла", - тет. Эпир сире ӗненетпӗр. Ыр кӑмӑллӑхҫӑсен юхӑмӗсем аталанса вӑй илеҫҫӗ. Кӗмӗл волонтерсем те сире тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ", - терӗ Владимир Николаевич. Вӑл республикӑри ыр кӑмӑллӑх юхӑмӗсен аталанӑвне пысӑк витӗм кӳнӗ общество организацийӗсен ертӳҫисене Тав хучӗсем пачӗ.
Сергей Кудряшов республикӑра пурӑнакан ҫамрӑксем волонтер юхӑмне хастар хутшӑннине палӑртрӗ.

Форума ҫитнӗ хастарсем вӗрентӳ лапамӗсене ҫитеҫҫӗ, спикерсене итлеҫҫӗ.

2020 ҫул - астӑвӑмпа мухтав ҫулталӑкӗ. Ҫавӑнпах Ҫӗнтерӳ волонтерӗсен лапамӗн ӗҫӗпе кӑсӑкланакан чылаййӑн. Регионти штаб координаторӗ Анастасия Кутузова ыр кӑмӑллӑхҫӑсен ӗҫӗпе паллаштарчӗ, ыйтусене хуравларӗ.

Тӗплӗнрех - "Хыпар" издательство çурчĕн "Ҫамрӑксен хаҫачӗн" ҫитес кӑларӑмӗнче.

www.hypar.ru

Ольга КАЛИТОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 

Комментари хушас