Комментари хушас

9 Раштав, 2019

Сивĕ садик, çулсăр микрорайон…

Шупашкар районĕнчи Тутаркассинчи садикре сивĕ — ачасем шăнаççĕ. Унта блок-модуль котельнăйне хута яма палăртнă, анчах ĕçе вĕçне çитермен-ха. Çакăн пирки ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура сăмах хускалчĕ.

Михаил Игнатьев хĕле хатĕрленнине пĕтĕмлетнĕ чух яваплă тытăмсен ертÿçисенчен пĕри те Тутаркассинчи чăрмав пирки сăмах пуçарманнине аса илтерчĕ, халь вара, раштав варри çывхарнă май, çакнашкал ыйту сиксе тухать… Регион ертÿçи садике ăшăтас ыйтăва пĕр тăхтамасăр татса пама хушрĕ.

Çĕнĕ Шупашкарти 11-мĕш шкулти лару-тăру япăх — ашшĕ-амăшĕ ачисене унта ярасшăн та мар. ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев унти ĕç-пуçа пĕлнĕ май икĕ эрне каяллах çĕнĕ директора уйăрса лартас тĕлĕшпе хула администрацийĕн пуçлăхĕпе Ольга Чепрасовăпа калаçнине, вăл ыйтăва татса пама шантарнине аса илтерчĕ — директор вара халь те çук. 

Шупашкарти «Лента» микрорайонти çул ыйтăвĕ те унта пурăнакансене тарăхтарать. Çула туса пĕтерейменнине кура çынсен тавра çулпа çÿреме тивет. Михаил Игнатьев çĕнĕ çула хута яричченех транспорт хатĕрĕсене унпа вăхăтлăх схемăпа çÿреме ирĕк парас ыйтăва тишкерме хушрĕ — çынсене нушалантармалла мар.

Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хушшинче троллейбуссем çÿреме пуçлас ыйту та уçăмланчĕ. Транспорт министрĕ Александр Николаев каланă тăрăх, раштавăн 16-мĕшĕнче çĕнĕ йышши троллейбуссем килсе çитмелле, пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулсан Çĕнĕ çул тĕлне вĕсем çула тухма пултарĕç, ку Çĕнĕ Шупашкарсемпе Шупашкарсен ирсерен-каçсерен пĕр хуларан теприне çÿрессипе çыхăннă чăрмавĕсене сирме пулăшĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. 

Рубрика: