Archive - 29 Утă, 2016 - Хыпар

29 Утă, 2016

Президент хушăвне пурнăçлатăп

Çут тĕнчере пайташăн çунман, ырă кăмăлпа ыттисен ырлăхĕшĕн тăрăшакан пысăк чунлă çын нумай-ши? Ахăртнех, сахал. Анчах, телее, çавăн йышшисем, альтруизмăн çут тĕслĕхĕ пулса тăракансем, пирĕн хушăра тĕл пулаççĕ-ха. Вĕсенчен пĕри — Валерий Филиппович Филиппов.

29 Утă, 2016

«Пурнăçăм республика çинчен шухăшласах иртет»

Паян, çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче, республикăн патшалăх тата политика деятелĕ Илья Павлович ПРОКОПЬЕВ 90 çул тултарать. Килтен тухсах çÿремест пулин те юбилейĕ умĕн «Хыпар» журналистне йышăнчĕ.

29 Утă, 2016

Руль умĕнче - ÿсĕрсем те, наркомансем те

ЧР ШĔМĕн çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕн пуçлăхĕ Владимир РОМАНОВ хăй ертсе пыракан тытăмăн çур çулхи ĕçне пĕтĕмлетнĕ май кăмăллă пулнине пытармасть. Çакă, паллах, ĕçе хакламалли тĕп кăтартусем лайăхланнипе сăлтавланнă.

29 Утă, 2016

Гузовский паркĕ çĕнелсе улшăнать

Тĕп хулари Гузовский вăрманĕ — ун таврашĕнче пурăнакан çынсемшĕн юратнă вырăн.

Таса сывлăш ÿпкене уçса ярать, йывăç сулхăнĕ ÿт-пĕве канлĕх кÿрет... Анчах паркра тирпейсĕр пулни, ачасем валли вылямалли ятарлă вырăнсем çукки хула çын­нисен чунне ыраттаратчĕ.

29 Утă, 2016

Туслăх çирĕпленет

Шупашкарта Таджикистан патшалăх влаç органĕн представителĕсем ĕçлĕ çÿревре пулнă. Худжанда хулин культура пайĕн ертÿçипе Бахтиер Касымовпа йĕркеленĕ тĕлпулăва хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Шупашкар хула пухăвĕн депутачĕсем Владимир Кузин тата Валерий Антонов хутшăннă.

Pages