Уява хатĕрленеççĕ
Хула кунĕччен вăхăт нумай-ха, анчах Шупашкарта хĕрсех уява хатĕрленеççĕ. Ку ыйтăва тунтикун Шупашкар хула пуçлăхĕ çумĕнчи ларура та сÿтсе яврĕç.
Йĕркелÿçĕсем хула çыннисемпе хăнасене мĕнпе тĕлĕнтерме палăртни çинчен Шупашкар хула администрацийĕн культура тата туризм аталанăвĕн управленийĕн пуçлăхĕ Людмила Маркова каласа кăтартрĕ.
Кăçал тĕп уяв çурла уйăхĕн 20-21-мĕшĕсенче иртет. Апла пулин те çынсем парксемпе скверсенче, стадионсенче йĕркелекен конкурссене, фестивальсемпе пултарулăх проекчĕсене уйăх тăршшĕпех хутшăнма пултараççĕ. Пылак çимĕçсен «Вкусноград», çемье пултарулăхĕн «Аистенок» фестивалĕсем, джигитовка, «Авто-Арена», «Пултарулăх бульварĕ» арт-проект хула çыннисен юратнă мероприятийĕсем пулса тăчĕç.
Уяв афишинче «Çăлтăрпа — ирхи зарядкăна» та сыхланса юлнă. Çавăн пекех шыв спорчĕн фестивальне, «Шупашкар сувенирĕ», «Общество хисепĕ» конкурссене, Ĕç çыннин çулталăкне халалланă «Шупашкар — ĕç мухтавĕн хули!» фестивале малалла тăсма палăртнă.
Хĕрлĕ лапамра кăçал пĕрремĕш хут «кроссфит» енĕпе уçă чемпионат, Пĕтĕм тĕнчери «Раççей туризмĕн мисĕ — 2016» илемлĕх конкурсĕ иртет. Яланхи пекех уявра «Стрижсем» вĕçнине, трактор шоуне, çутă вылявне пăхма тата кăмăллă ытти самантпа киленме май пулĕ.