Уява хатĕрленеççĕ

29 Утă, 2016

Хула кунĕччен вăхăт нумай-ха, анчах Шупашкарта хĕрсех уява хатĕрленеççĕ. Ку ыйтăва тунтикун Шупашкар хула пуçлăхĕ çумĕнчи ларура та сÿтсе яврĕç.

Йĕркелÿçĕсем ху­ла çыннисемпе хăна­сене мĕнпе тĕлĕнтерме палăртни çинчен Шу­пашкар хула адми­ни­страцийĕн культура та­та туризм аталанăвĕн управленийĕн пуçлăхĕ Людмила Маркова каласа кăтартрĕ.

Кăçал тĕп уяв çурла уйăхĕн 20-21-мĕшĕсенче иртет. Апла пулин те çынсем парксемпе скверсенче, стадионсенче йĕркелекен конкурссене, фестивальсемпе пултарулăх проекчĕсене уйăх тăршшĕпех хутшăнма пултараççĕ. Пылак çимĕçсен «Вкусноград», çемье пултарулăхĕн «Аистенок» фестивалĕсем, джигитовка, «Авто-Арена», «Пултарулăх бульварĕ» арт-проект хула çыннисен юратнă мероприятийĕсем пулса тăчĕç.

Уяв афишинче «Çăлтăрпа — ирхи зарядкăна» та сыхланса юлнă. Çавăн пекех шыв спорчĕн фестивальне, «Шупашкар сувенирĕ», «Общество хисепĕ» конкурссене, Ĕç çыннин çулталăкне халалланă «Шупашкар — ĕç мухтавĕн хули!» фестивале малалла тăсма палăртнă.

Хĕрлĕ лапамра кăçал пĕрремĕш хут «кроссфит» енĕпе уçă чемпионат, Пĕтĕм тĕнчери «Раççей туризмĕн мисĕ — 2016» илемлĕх конкурсĕ иртет. Яланхи пекех уявра «Стрижсем» вĕçнине, трактор шоуне, çутă вылявне пăхма тата кăмăллă ытти самантпа киленме май пулĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.