Руль умĕнче - ÿсĕрсем те, наркомансем те

29 Утă, 2016

ЧР ШĔМĕн çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕн пуçлăхĕ Владимир РОМАНОВ хăй ертсе пыракан тытăмăн çур çулхи ĕçне пĕтĕмлетнĕ май кăмăллă пулнине пытармасть. Çакă, паллах, ĕçе хакламалли тĕп кăтартусем лайăхланнипе сăлтавланнă.

Кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче республикăра аварисен шучĕ 13% пĕчĕкленнĕ — 624 тĕслĕх. Вĕсенче 76 çын пурнăçĕ татăлнă — иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан 11% сахалланнă. Аварисенче аманнисен шучĕ те 19% пĕчĕкленнĕ. Патăрьел районĕсĕр пуçне мĕнпур хулапа районта авари сахалрах пулнă. Федераци шайĕнчи программа пур, унпа килĕшÿллĕн аварисенче вилнисен шутне чакарса пымашкăн мерăсем йышăнмалла — программăна 2020 çулччен пурнăçлама палăртнă. Владимир Геннадьевич 2007 çултан пуçласа республикăра çул çинче вилнĕ çынсен шучĕ чакса пынине çирĕплетрĕ. Çав çулхине 297 çын пурнăçĕ татăлнă пулсан пĕлтĕр хурлăхлă çак цифрăна 208 таран пĕчĕклетме пултарнă. Çапла вара тăхăр çулта çак цифра 36% пĕчĕкленнĕ.

Çапах, тĕп инспектор шучĕпе, ĕçлемелли нумай-ха. Мĕнпур аварин 1/3 пайĕ — ÿсĕр водительсем тунисем. Çакăнпа ниепле те çырлахма юрамасть. Шел те, руль умне ÿсĕрле ларнăшăн водитель удостоверенийĕсĕр хăварнисем те çав-çавах транспорт хатĕрĕпе çула тухаççĕ. Иккĕмĕш кăна мар, виççĕмĕш хут çакланакансем те пур. Çавна май халь участковăйсене те ÿсĕрсем тĕлĕшпе протокол çырма ирĕк пани ĕçе пулăшма тивĕç. ДПС инспекторĕсем пур çĕре те çитеймеççĕ вĕт, участковăйсем вара яланах юнашар — пĕтĕмпех кураççĕ, асăрхаççĕ.

Ятарлă рейдсен усси курăмлă. Сăмах май, ПАИ "Ÿсĕр водитель" операцисене ирттересси пирки малтанах пĕлтерсе хурать — профилактика тĕллевĕсене тĕпе хурать. Тĕлĕнмелле те, хăшĕсем çакăн пирки пĕлсе тăрсах эрех ĕçнĕ хыççăн та руль умне лараççĕ. Калăпăр, утă уйăхĕн 22-24-мĕшĕсенче ирттернĕ рейд вăхăтĕнче кăна ÿсĕр 80 водителе тупса палăртнă. Çав шутра иккĕшĕ — наркотикпе минренĕскерсем.

Паллах, çул çинчи йĕркелĕхе тивĕçтермешкĕн фотофиксаци приборĕсем пысăк пулăшу кÿреççĕ. Çулçÿрев енĕпе административлă правăна пăснин 319 пин ытла тĕслĕхне тупса палăртнă. Çак шутра хăвăртлăха юранинчен 20 километр ытла ÿстернĕшĕн палăртнă яваплăх тĕслĕхĕсем 184 пин ытла — шăпах хайхи приборсен ĕçĕ. Çур çулта правилăсене пăснăшăн айăплисене 245 миллион тенкĕлĕх штрафланă, çак шутран 206 миллион тенкине шыраса илнĕ ĕнтĕ. Владимир Романов çынсем штрафсене тÿрĕ кăмăлпа тÿлессине малтанхи 20 кунра виçен çуррине кăна хывма ирĕк пани ырă витĕм кÿнине пайăррăн палăртрĕ.

ДПС сотрудникĕсем преступленисене уçса парас енĕпе те ăнăçлă ĕçлени курăнать. Транспорт хатĕрĕсен агрегачĕсен номерĕсене улăштарнă 86 автомобиле тупса палăртнă. Паллах, вĕсенчен ытларахăшĕ — вăрланăскерсем. Вăрласа кайнă 28 машинăна тупнă. "Иккĕлле" автомобильсем те пур иккен. Преступниксем инçетри пĕр-пĕр регионти машина номерĕсемпе усă кураççĕ те — çавнашкал тепĕр автомобиль кунта та чупать. Хуçи çакна тавçăрмасть те. ПАИ чарса тĕрĕслемесен çак машина инçетри тепĕр автомобилĕн "копийĕ" пулни нихăçан палăрмасса та пултарать. Анчах халь фотофиксаци приборĕсем пур — вĕсем çул-йĕр правилисене пăснине регистрацилеççĕ. Чăн автомобиль хуçи патне штраф хучĕ каять. Вăл, паллах, тĕлĕнет: "Мĕнле штраф? Эпĕ Чăваш Енре нихăçан та пулман!" Тĕрĕслев пуçараççĕ те — хайхи "иккĕлле" автомобиль тупăнать.

Çулсен пахалăхĕ-юсавлăхĕ пирки те сăмах пулчĕ. Федераци трасси çинче çивĕчлĕх чакнă — çулăн хире-хирĕç енĕсене чылай çĕрте "картапа" уйăрнин усси куçкĕрет. "Вăт, пур çĕрте те çапла пулсанччĕ..." — ĕмĕтленнĕн каларĕ Владимир Геннадьевич. Хальлĕхе, шел те, апла мар-ха. Канаш районĕнче ку енĕпе çивĕчлĕх пур. Пăшăрхану ахальтен мар. Федераци трасси çинче автомашинăсем пысăк хăвăртлăхпа çÿреççĕ, çавна май аварисен кăтартăвĕ те хăрушă — харăсах темиçешерĕн вилеççĕ.

Разметкăсем те пур çĕрте те пулмалла. Ку енĕпе те ĕçлемелли чылай-ха. Тепĕр самант: каçхине-çĕрле çуран çынсене "çутатакан" тумтирпе çÿреме хистекен саккун тÿрре тухаймарĕ. Çавăнпах вĕсем машина айне пулнă тĕслĕх те чылай. Çулла çутă-ха, анчах кĕркунне еннелле сулăннă май тавралăх тĕттĕмленнĕ вăхăтра лару-тăру кăткăсланас хăрушлăх чăннипех пысăк. Çулсемшĕн яваплă юридици тытăмĕсене хăйсен ĕçне кирлĕ пек пурнăçламаншăн явап тыттарнă тĕслĕх самай нумайланнă — штрафсем пысăк. ПАИ предписанийĕсене пурнăçламаншăн кăна 36 протокол çырнă. Çапах управлени пуçлăхĕ йывăрлăх пуррине те пытармарĕ: "Чăвашавтодор" — панкрут, çавна май эпир паян ун тĕлĕшпе актсем çыраймастпăр". Унăн пурлăхне кам туянĕ — çакă та шухăшлаттарать: "Пĕр хуçа пулсан пуриншĕн те лайăхрах. Пĕтĕмпех вакласа тĕрлĕ тытăма шанса пачĕç тĕк — çулсене тытса тăрас енĕпе çивĕчлĕх пулас хăрушлăх пур. Хĕлле — пушшех".

Шалти ĕçсен министерствин ертÿçи улшăннă май "çĕнĕ шăпăр" витĕмĕ ПАИ ĕçĕнче те палăрать. Инспекци йышне кăшт пысăклатаççĕ — Улатăр районĕнче республика чиккинче тата 5 инспектор ютран килекен транспорт юхăмне тĕрĕслесе тăрĕ. Нумаях пулмасть ПАИне çĕнĕ 15 "Лада" автомобиль панăччĕ, халь вара министр тата 5 машина уйăрма йышăннă-мĕн — иномаркăсем пулĕç. Инспекцин транспорт паркĕ кивелнĕ — 70 транспорт хатĕрĕ 10 çултан аслăрах, шутран кăларма вăхăт çитнĕ. Çавна май çĕннисем ĕçе пулăшĕç. Хыркассинче те пост пулать. Чăн та, унта ПАИ инспекторĕсем кăна мар, полицин ытти службин сотрудникĕсем те ĕçлĕç.

Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.