Туслăх çирĕпленет

29 Утă, 2016

Шупашкарта Таджикистан патшалăх влаç органĕн представителĕсем ĕçлĕ çÿревре пулнă. Худжанда хулин культура пайĕн ертÿçипе Бахтиер Касымовпа йĕркеленĕ тĕлпулăва хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Шупашкар хула пухăвĕн депутачĕсем Владимир Кузин тата Валерий Антонов хутшăннă.

Чăваш Республикипе Таджикистан хушшинчи туслă çыхăну тахçанах çирĕпленнĕ. Шупашкарта таджиксен пысăк диаспори пурăнать, вĕсем Чăваш Ен халăхĕсен наци тата культура тытăмне пуянлатма пысăк тÿпе хываççĕ. Хальхи вăхăтра республикăра çĕр ытла халăх çынни тĕпленнĕ. Вĕсем пурте чăваш çĕрĕн экономикине тата культурине аталантарас тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. «Эпир халăхсен йăли-йĕркине упраса хăварма тăрăшатпăр. Хулара тĕрлĕ мероприяти иртет. Вĕсен тĕп тĕллевĕ — Шупашкар çыннисене тата хăнасене пирĕн нумай нациллĕ çĕршывра пурăнакан халăхсен ырă йăли-йĕркипе паллаштарасси», — тенĕ хула пуçлăхĕ.

Шупашкар влаçĕсем çавăн пекех туризма аталантарассине пысăка хураççĕ. Чăнах та, тĕп хулара та, республикăра та чикĕ леш енчен килекен хăнасене кăтартмалли темĕн чухлех. Чăваш Енпе паллашас текенсене кунта хапăл туса кĕтсе илеççĕ, вĕсене хăтлăхпа тата канлĕхпе тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Ырă сунса йышăнакан тăрăха туристсем тепĕр хутчен те килме кăмăл тăваççĕ.

Тĕлпулура Чăваш Ен тата Таджикистан представителĕсем туслă икĕ патшалăх хулисен хушшинчи ĕçтешлĕхе вăйлатма, культура çыхăнăвĕсене çирĕплетме калаçса татăлнă.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.