Сергей ГОРБУНОВ: Çамрăксене яла илĕртетпĕр
Тăватă çул каялла Йĕпреç районĕн çут çанталăк газĕпе усă курнăшăн 12,5 млн тенкĕ парăм капланнă, виçĕ çулта ăна пĕтĕмпех парса татнă. Унсăр пуçне нумай хваттерлĕ çуртсене ăшăпа тивĕçтерме хальхи технологисене пăхăнса 3 котельнăй хăпартнă. Тăватă çул каялла усă курман çĕр те пысăк лаптăк йышăннă. Çакнашкал 4540 гектар çĕртен 3216 гектарне – 2016 çулта, 1030 ытла гектарне 2017-2019 çулсенче пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Юлнă 300 гектар çĕрпе çитес çулсенче усă курмашкăн тытăнма палăртнă. Паллах, çак тата ытти ĕç тăрăшса ĕçлемесĕр пулмасть.