Вырăнти влаç

28 Юпа, 2016

Сергей ГОРБУНОВ: Çын нушине чун витĕр кăлармалла

Йĕпреç тăрăхĕ агропромышленноç комплексне ăнăçлă аталантарса пыракан районсенчен пĕри. Ку енĕпе унта тĕрлĕ инвестици проекчĕсем пурнăçланса пыраççĕ, çĕнĕ хуçалăхсем йĕркеленеççĕ, ĕç вырăнĕсем хута каяççĕ, çĕнĕ обČектсем çĕкленеççĕ. Вĕсем пирки тĕплĕнрех тата районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ çинчен райадминистраци пуçлăхĕ Сергей ГОРБУНОВ каласа пачĕ.

12 Çурла, 2016

А.Леонтьевпа Н.Григорьев - хулан Хисеплĕ гражданинĕсем

Хула кунĕ умĕн Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинне палăртасси ырă йăла пулса тăчĕ. Чи малтан хисеплĕ çак ята Андриян Николаев летчик-космонавта 1983 çулта панă. Ку таранччен йыш 31 çынна çитнĕ. Кăçал сумлă çак ята Анатолий Леонтьевпа Николай Григорьев тивĕçрĕç. Ку йышăнăва Шупашкар хула депутачĕсем ĕнер черетсĕр 9-мĕш ларăвĕнче çирĕплетрĕç.

5 Çурла, 2016

Шăмăршăсем çĕнелÿ çулĕ çине тăнă!

Иртнĕ çул республикăри чылай районта администраци пуçлăхне улăштарчĕç. Сăлтавĕсем кашнийĕнех ăрасна. «Намăс хăминче» усă курмалли, «Капкăн» журналта çатлаттармалли сюжетсем те пур.

29 Утă, 2016

Туслăх çирĕпленет

Шупашкарта Таджикистан патшалăх влаç органĕн представителĕсем ĕçлĕ çÿревре пулнă. Худжанда хулин культура пайĕн ертÿçипе Бахтиер Касымовпа йĕркеленĕ тĕлпулăва хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Шупашкар хула пухăвĕн депутачĕсем Владимир Кузин тата Валерий Антонов хутшăннă.

10 Çĕртме, 2016

Çĕнни патне ăнтăлни çĕнелме хăват парать

— «Атăлти хĕрессем» повеçре çакăн пек йĕркесем пур: «Çакă çутă тĕнчере этем тем пек вăйлă пултăр, Атăла та, космоса та парăнтартăр, анчах та вăл пĕр япалана нихăçан та çĕнтереймĕ, парăнтараймĕ, çăварлăхлаймĕ — Вăхăта!» Чăннипех те çапла вĕт-ха, Николай Петрович?

Pages