Комментари хушас

12 Çурла, 2016

А.Леонтьевпа Н.Григорьев - хулан Хисеплĕ гражданинĕсем

Хула кунĕ умĕн Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинне палăртасси ырă йăла пулса тăчĕ. Чи малтан хисеплĕ çак ята Андриян Николаев летчик-космонавта 1983 çулта панă. Ку таранччен йыш 31 çынна çитнĕ. Кăçал сумлă çак ята Анатолий Леонтьевпа Николай Григорьев тивĕçрĕç. Ку йышăнăва Шупашкар хула депутачĕсем ĕнер черетсĕр 9-мĕш ларăвĕнче çирĕплетрĕç.

Хисеплĕ ята çĕнсе илессишĕн Чăваш Енре кăна мар, Раççейре те паллă тăватă çын — «Эйм-Инвест» АУО генеральнăй директорĕ Анатолий Леонтьев, чăваш спортсменĕсенчен пуринчен малтан тĕнчере палăрнă, 70 ылтăн спорт медалĕн хуçи Майя Костина, совет-финн, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçисенче çапăçнă Алексей Яковлев ветеран, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тухтăрĕ, медицина наукисен докторĕ, Николай Григорьев профессор — тупăшрĕ. Вĕсен пархатарлă ĕçĕсем çинчен Шупашкар хула депутачĕсен Пухăвĕн председателĕн заметителĕ Ирина Клементьева каласа кăтартрĕ.

— Кандидатсем пурте паллă, обществăра хисеплĕ çынсем, — палăртрĕ И.Клементьева. — Халăх шухăшне, Интернетри суйлавра пухнă сасăсене шута илнĕ хыççăн А.Леонтьев тата Н.Григорьев çĕнтерни паллă пулчĕ.

Анатолий Леонтьев ĕç биографине И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра ăслăлăх сотрудникĕнче ĕçленинчен пуçланă. Каярахпа предприяти директорĕ, строительство-промышленноç холдингĕн президенчĕ пулса тăнă. Вăл тăрăшнипе тата ертсе пынипе тĕп хулашăн пысăк пĕлтерĕшлĕ предприятисем — чăлхапа трикотаж фабрики, 1-мĕш тимĕр-бетон конструкцийĕсен завочĕ, «Пром-вентиляци» строительствăпа монтаж управленийĕ, «Честр» строительство управленийĕ тата ыттисем — çĕнĕрен чĕрĕлсе тăнă, «Волжский-3», «Çĕнĕ хула» микрорайон проекчĕсем пурнăçа кĕреççĕ. Холдинг предприятийĕсем тĕрлĕ шайри бюджета юлашки пилĕк çулта 1,1 миллиард ытла тенкĕ налук куçарнă. Анатолий Афанасьевич тăлăхсене, сусăрсемпе ватăсене пулăшассине те пысăка хурать. 2015 çулта кăна 8,8 миллиона яхăн спонсор пулăшăвĕ панă.

Николай Григорьев — Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тухтăрĕ, медицина наукисен докторĕ, профессор, Чăваш Республикин Патшалăх, Пĕтĕм тĕнчери Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ литература премийĕсен лауреачĕ, Чăваш тата Раççей писательсен союзĕн членĕ. Чăваш Республикин сывлăх сыхлав министрĕнче ĕçленĕ çулсенче /1979-1994/ Николай Григорьевич тăрăшнипе Шупашкарта пысăк сиплев учрежденийĕсем сахал мар хута кайнă. Вăл «Куç микрохирургийĕ» комплекса уçма хастар хутшăннă, тĕнчери пĕрремĕш «Автоматизациленĕ компьютер рефлексотерапийĕ» комплекс авторĕсенчен пĕри, вăл пуçарнипе ЧПУн медицина факультечĕ çумĕнче «Педиатри», «Стоматологи» специальноçĕсене вĕрентме пуçланă. 140 ытла ăслăлăх ĕçĕн, çав шутра 8 монографи, 4 изобретени, 1 патент — авторĕ.

Депутатсен хушшинче çак икĕ çын «Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ» ята илме тивĕçли пирки иккĕленӳллĕ шухăшлакан палăрмарĕ: Ирина Клементьева сĕннĕ кандидатурăсене пĕр сасăллă пулса çирĕплетрĕç. «Çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче хисеплĕ гражданинсене чаплă лару-тăрура чыслăпăр», — пĕлтерчĕ Шупашкар хула депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Леонид Черкесов.

В.БАГАДЕРОВА.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.