Рудольф СЕЛИВАНОВ: Ырлăхпа та пурлăхпа пурăнма ÿркенменни кăна кирлĕ

Патăрьел çĕрĕ, эпĕ мĕн астăвассах, сулмаклă утăмпа аталанса пынипе палăрса тăрать. 2015 çулхи юпа уйăхĕнче муниципалитет тилхепине Рудольф Селиванова шанчĕç. Çак кунсенче вара район 90 çулхи юбилейне уявларĕ. Паян пирĕн хаçат хăни – Рудольф Селиванов.

Тĕп вырăнта – çынсем

– Рудольф Васильевич, «Хыпар» хаçатра сирĕнпе черетлĕ хутчен тĕл пулма питех те хавас. Пĕлтĕрхи чўк уйăхĕнчи интервьюна эсир çĕнĕ вырăнта çулталăк ĕçленине халалланăччĕ. Паян сăмах пуçарма тепĕр сăлтав пур – çак уйăхăн 5-мĕшĕнче эсир ертсе пыракан муниципалитет 90 çул тултарчĕ. Район тăхăр теçетке çула çитнине палăртасси, манăн шухăшпа, мĕн тесен те, питех те яваплă.

– Чăн та, районăн 90 çулхи юбилейне хатĕрленсе кĕтсе илесси питех те яваплă. Ăна уявланă май муниципалитетăн аталанăвне тĕрлĕ çулта хăйсен тўпине хывнисене манмалла мар. Унсăр пуçне ку тăрăхри ыйтусене те тĕпе хумалла. Тĕп вырăнта, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев калашле, çынсем пулмалла, мĕншĕн тесен района шăпах вĕсем аталантараççĕ. Уяв мероприятийĕсем авăн уйăхĕн 5-8-мĕшĕсенче иртрĕç: велочупу, истори тапхăрĕсен фестивалĕ, районти паллă вырăнсем тăрăх экскурси, Уçă алăксен кунĕ, ачасем валли уяв, курав, концерт, савăнăçлă пуху…

– Патăрьелсем ура çинче çирĕп тăнине аван пĕлетпĕр. Ыттисенчен район тата мĕнпе уйрăлса тăрать?

– Пирĕн район чи малтанах нумай нациллĕ тата тĕрлĕ конфессиллĕ пулнипе паллă. Кунта пурăнакансен пуян йăли-йĕрки культурăна пуянлатать. Пирĕн халăх, мĕн пур чăваш çынни пекех, питех те ĕçчен. Ырми-канми тăрăшнăран ĕнтĕ Патăрьелсем хуларинчен кая мар пурăнаççĕ: урамсене çул сарнă, пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарма условисем туса панă. Ачасем валли 28 шкул, 12 ача сачĕ, хушма пĕлў паракан 3 учреждени, агротехникум ĕçлеççĕ, Патăрьелти 2-мĕш шкулта агрокласс уçнă. Çулталăк çурăран иртнĕ ачасем садик черетĕнче нушаланмаççĕ. Шкул çулне çит-меннисен 83 проценчĕ садике çўрет. Пушă вăхăта усăллă ирттерме мĕн пур ял тăрăхĕнче клубсем, библиотекăсем, спорт лапамĕсем пур. Район центрне килсен «Паттăр» спорт комплексне кĕме пулать: унта икĕ бассейн, тренажер залĕ, стадион ĕçлеççĕ. Кĕçĕн Патăрьелте те спорт комплексĕ пушă тăмасть. Тухтăр пулăшăвне шыраса аякка каймалла мар: ялсенче тĕслĕхлĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем уçнă, районти тĕп больница паха медпулăшу парать. Çапла, ялта ырлăхпа та пулăхпа пурăнма йăлтах пур. Ўркенмесен, икĕ алла пĕр ĕç тесе тăрмашсан укçи-тенки те çитсе пырать.

Инвестици проекчĕсем тавра

– Иртнĕ çулхи чÿк уйăхĕн пуçламăшĕнче эсир район экономикин вăл вăхăтри шайне тата çćлерех хăпартас тĕллевлине палăртнăччĕ. Унтанпа çулталăк иртсе пырать, ĕмĕтĕре пурнăçлама май килчĕ-и?

– Пĕчĕк предприятисем тата фермер хуçалăхĕсем те пĕр вырăнта лăпланса лармаççĕ. Вĕсем 295,1 миллион тенкĕлĕх 16 инвестици проектне пурнăçа кĕртме палăртса хунă. 5 ентеш «Ĕçе пуçăнакан фермер» республика программине хутшăнса ĕç пуçлама 10 миллион тенкĕ ытла илчĕ. «Çемье ферми» республикăри программа шучĕпе 2 фермер пĕрле 20 миллион ытла тенке тивĕçрĕ. Кăçал пирĕн района çул-йĕр тума тата юсама 200 миллион тенкĕ ытла уйăрнă. Çак кĕмĕл тăхăр ялта çул сарма çитĕ. Ялсемпе пĕрлех район центрĕнчи хăтлăх пирки те манмастпăр – Патăрьелте халĕ 2 çухрăм тăршшĕ çул саратпăр.

Халăх пуçарулăхĕ пирки маларах та каларăм-ха. Вăл чăннипех те питĕ кирлĕ. Çынсем пуçарнă проектсене республикăри конкурса тăратма май пур, унта пăхса тухса лайăххисене укçан пулăшаççĕ. Малалла вулас...

 

Вера ЭВЕРККИ. Shupashkar.ru сайтри сăн ÿкерчĕк.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.