Сергей ГОРБУНОВ: Çамрăксене яла илĕртетпĕр

20 Раштав, 2019

Тăватă çул каялла Йĕпреç районĕн çут çанталăк газĕпе усă курнăшăн 12,5 млн тенкĕ парăм капланнă, виçĕ çулта ăна пĕтĕмпех парса татнă. Унсăр пуçне нумай хваттерлĕ çуртсене ăшăпа тивĕçтерме хальхи технологисене пăхăнса 3 котельнăй хăпартнă. Тăватă çул каялла усă курман çĕр те пысăк лаптăк йышăннă. Çакнашкал 4540 гектар çĕртен 3216 гектарне – 2016 çулта, 1030 ытла гектарне 2017-2019 çулсенче пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Юлнă 300 гектар çĕрпе çитес çулсенче усă курмашкăн тытăнма палăртнă. Паллах, çак тата ытти ĕç тăрăшса ĕçлемесĕр пулмасть. Йĕпреçсем кăçал мĕнпе мăнаçланма пултараççĕ? Кун пирки райадминистраци пуçлăхĕпе Сергей ГОРБУНОВПА калаçрăмăр.

— Сергей Валерьевич, 2019 çул вĕçленсе пырать. Мĕнпе асра юлĕ вăл район çыннисемшĕн?
— Манăн шухăшпа, иртсе пыракан çул нумайăшĕшĕн паллă пулăмсемпе асра юлĕ. Акă, сăмахран, тăлăхсемпе ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисем пурăнмалли кĕтеслĕ пулниех мĕне тăрать. Çак йышри сакăр çамрăк кăçал хăйсене ятăн хваттерлĕ пулчĕ. 38 çамрăк çемье тĕллевлĕ тепĕр программăпа усă курса пурăнмалли çĕнĕ вырăна куçрĕ. Вĕсем валли 22 млн ытла тенкĕ уйăрнă. Вырăнти бюджетран тепĕр 2 çемьене пулăшма май килчĕ — вĕсене 90 пин тенкĕ патăмăр. Ял хуçалăхĕнче ĕçлекен 8 çын та патшалăх пулăшăвне илчĕ: 5-шĕ çурт çĕклеççĕ, ыттисем хваттер туянма кăмăл тунă. Çар хирĕç тăрăвĕсене хутшăннă 3 ентеш тата 1 инвалид хваттер е пÿрт туянма укçа илчĕç. «Ял территорисен тăнăçлă аталанăвĕ» программа 8 çемьене пулăшу кÿме май пачĕ, вĕсем те пурнăç условийĕсене лайăхлатайĕç. Çак программăна кĕрсе Кĕлĕмкассинче 2 çухрăма яхăн газ пăрăхĕ хума, Йĕпреç поселокĕнче 9 картише хăтлăх кĕртме май килчĕ. Район центрĕнче пурăнакан ачасем çуртсен хушшинче вырнаçтарнă 5 лапамшăн та савăнаççĕ пек туйăнать. Березовкăра пурăнакансем çул япăххипе нумай çул нушаланчĕç. Кăçал пăр вырăнтан тапранчĕ. «Йĕпреç-Березовка-Кудеиха» çула асфальт хума пуçларăмăр. Унсăр пуçне Березовка шкулĕ сăнне палăрмаллах улăштарчĕ, ăна тĕпрен юсарăмăр. Районăн культура çуртне те çĕнетме май килчĕ. Унсăр пуçне культура еткерĕн 4 об˜ектне реставрацилерĕмĕр, уçă тÿпе айĕнчи этнографи музейне хăтлăлатрăмăр. Кăçалах Йĕпреçри котельнăйра çĕнĕ котел тата ытти оборудовани вырнаçтарăпăр. Çакă йăлтах районта пурăнакан кашни çын хăйне кăмăллă туйтăр тесе пурнăçланă ĕç.
Ял-салара пурăнакансем халĕ «Вырăнти пуçарулăх» программăна хастар хутшăнаççĕ. Йĕпреçсем те ыттисенчен юлмаççĕ.
— Тĕрĕсех. 2017 çулта çак программăпа усă курса тăватă проекта 670 пин тенкĕлĕх пурнăçлама май килчĕ. Пĕлтĕр район çыннисем вырăнти влаç пулăшнипе 14 проект хатĕрлесе тăратрĕç. Кăçал проектсен шучĕ 21-не çитрĕ, республика бюджетĕнчен уйăрнă укçа калăпăшĕ те палăрмаллах ÿсрĕ. Çапла майпа проектсене пурнăçлама 4,2 миллион тенкĕ кайрĕ. Иртсе пыракан çулта республикăран уйăрнă укçапа тата ял çыннисем çине тăнипе Буинск, Сехнер, Ирçе Çармăс, Шуркасси, Орел, Красная Заря масарĕсене тирпейленĕ, Туçари культура çуртне, Пăкăянти культура çуртĕнчи, музейри, библиотекăри, ытти пÿлĕмри ăшă пăрăхĕсене улăштарнă, Эйпеç тата Пучинке ялĕсенче йăлари хытă каяша илсе тухмашкăн контейнер лартмалли вырăнсене хăтлăлатнă, Йĕпреçри, Хумри Выçлири, Хумри Ишекри, Шăрттанти, Тымарти, Чăваш Тимешри çулсене юсанă, Йĕпреçре юхан шыв урлă каçă хывнă, Шăрттан, Энтриел, Кăшмас, Çĕрпÿел çăвисем тавра карта тытнă, Кĕлĕмкасси масарĕ çинче хурал çурчĕ хăпартнă, Чăваш Çармăс урамĕсенче хунарсем вырнаçтарнă, Çĕрпÿелте çăл куçа тасатнă.
Паян Раççейре пурнăçланакан наци проекчĕсем тĕп тема пулса тăчĕç. Район хăш проектсене хутшăнать? 2025 çул тĕлне муниципалитетра мĕн улшăнĕ?
— Çак тапхăрта пирĕн çăмăл мар, çав вăхăтрах кăсăклă ĕçсем пурнăçлама тивĕ. Район çыннисем «Демографи» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçа кĕрекен ырă улшăнусене туйĕç. Мĕншĕн тесен малашне ача амăшĕсем пепки 1,5 çула çитиччен çеç мар, пурăнма кирлĕ икĕ виçе чухлĕ тупăш пухăнмасан ăна 3 çулчченех илме пултарĕç. Çемьесем амăшĕн капиталĕпе, республикăн çемье капиталĕпе, нумай ачаллă çемьесене паракан 6 процентлă ипотекăпа хастар усă кураççĕ. Виççĕмĕш тата ун хыççăн çуралакан ачасемшĕн республика 9541 тенкĕ пани те — курăмлă пулăшу. Ипотека кредитне парса татман, виççĕмĕш ача çуратнă çемьесем пат-шалăх пулăшăвне илеççĕ — çурт-хваттер туянма илнĕ кредита 450 пин тенкĕлĕх саплаштараççĕ. Сусăр ачасене çитĕнтерекен мăшăрсем самай пысăкрах тÿлев илме тытăнчĕç. Декрет отпускĕнчи хĕрарăмсем халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă хушма професси илеççĕ. Пирĕн районта «Вĕрентÿ» наци проекчĕн регион шайĕнчи 6 проекчĕ пурнăçланать. «Паянхи шкул» ятлине хутшăнса «Точка роста» центр уçма май килчĕ. Шкулсене 2,3 миллион тенкĕлĕх çĕнĕ оборудовани пачĕç. «Кашни ача çитĕнĕвĕ» проекта пурнăçласа Пучинке шкулĕн спорт залне 800 пин тенкĕлĕх юсарăмăр. «Чăваш Енри сывлăх сыхлавĕн аталанăвĕ» программа Хумри Выçлире çĕнĕ ФАП хута яма май пачĕ. Çавăн пекех районăн тĕп больницинче юсав пырать. Çавна май 22 миллион тенкĕ уйăрнă. Кăçал пурнăçланă тата тăватă çулта тумалли мĕн пур ĕçе асăнса тухма май çук, анчах паллă: 2025 çул тĕлне районта капашсăр пысăк проектсем чăна çаврăнĕç. Шăпах вĕсем ял-сала çыннисен пурнăç тăршшĕне вăрăмлатма, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсене, усал шыççа пула вилекенсен шутне чакарма, çитĕнекен ăрăва хальхи йышши оборудованипе усă курса тарăн пĕлÿ пама, социаллă учрежденисене пысăк хăвăртлăхлă интернетпа тивĕçтерме, ыр кăмăллăх ĕçне хутшăнакансен, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансен, спортпа туслисен йышне хушма, вырăнти учрежденисене педагогсемпе, медицина ĕçченĕсемпе тивĕçтерме, учительсен, тухтăрсен професси ăсталăхне ÿстерме, нушаллисен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма пулăшĕç.
Районтан йăлари хытă каяша илсе тухасси епле пурнăçланать? Çĕнĕлĕхе ял çыннисем мĕнле йышăнаççĕ? Йĕпреç полигонĕн шăпи еплерех?
— Çĕнĕлĕхе халăх яланах тĕрлĕрен йышăнать: пĕрисем хурлаççĕ, теприсем ырлаççĕ. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, ял-салари хастарсемпе канашласа ĕçленĕрен ентешĕмĕрсем килте пухăнакан ăпăр-тапăра çĕнĕ майпа илсе тухнине ырлама тытăннине сисетĕп. Халĕ чылай аванрах-çке: халăх мĕн пур çÿп-çапа çывăхри çырма-çатрана сĕтĕрмест. Çакă тавралăх илемне упраса хăварма, экологие лайăхлатма пулăшнине ăнланать. Малтанах çынсем йăлари хытă каяша вăхăтра илсе тухманшăн пĕрмай çăхавлатчĕç, çавна май актсем çырма, тÿлеве тепĕр хут шутлаттарма тиврĕ. Халĕ кăмăлсăр шăнкăравсен шучĕ самай чакрĕ. Çирĕплетнĕ йĕр-кепе килĕшÿллĕн Йĕпреç районĕнчи ялсенчен тата Канаш енчи хăш-пĕр ял-саларан ăпăр-тапăра Хыркасси çывăхĕнчи полигона кÿрсе килеççĕ. ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен министерствине çав полигона усă курма юрăхсăр тесе йышăнмашкăн çырупа тухрăмăр. Канашра йăлари хытă каяша пухмалли станцие туса пĕтерсен пирĕн районтан ăпăр-тапăра унта турттарĕç.
Пĕрлехи информаци кунĕсенче Йĕпреçсем районти çулсем япăххишĕн, фельдшерсем çитменнишĕн пăшăрханса калаçаççĕ. Ку ыйтусене татса пама май килĕ-и?
— Вырăнти автомобиль çулĕсене пăхса тăма тата юсама кăçал 38,6 миллион тенкĕ уйăрнă. Кашни ял тăрăхĕнчех çул-йĕр ĕçĕсене пурнăçланă. Республика тата муниципалитет бюджечĕсенче пăхса хăварнă укçа-тенкĕпе Йĕпреçре, Эйпеçре, Çĕрпÿелте, Шуркассинче, Буинскра, Кĕлĕмкассинче тата ытти нумай ялта çул-йĕре юсама пултартăмăр. Унсăр пуçне «Энĕш-Эйпеç» тата «Энĕш-Шăрттан» çулсене юсама хушма 2 млн тенкĕ тупма тÿр килчĕ. Паллах, районĕпех пĕр харăс çатма пек тикĕс çул тума май çук, апла пулин те ĕçлемесĕр тăмастпăр, пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн çулсене йĕркене кĕртме тăрăшатпăр. Фельдшерсем çитменни пысăк ыйту тесе каламăттăм, мĕншĕн тесен ку енĕпе эпир ĕçлетпĕр. Кăçал «Земство тухтăрĕ» программăпа усă курса Малиновкăна çамрăк специалист килчĕ, çитес çулта тепĕр медицина ĕçченĕ Хыркассинчи ФАПра ĕçлеме тытăнĕ. Паянхи кун пирĕн Экономри ФАПра кăна фельдшер çук. Апла пулин те унта пурăнакансем тухтăр пулăшăвĕсĕр юлмаççĕ — райбольницăра ятарлă график хатĕрленĕ, унпа килĕшÿллĕн тухтăрсем Эконома тухса çÿреççĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Дмитрий МОИСЕЕВ калаçнă

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.