«Пурнăçăм республика çинчен шухăшласах иртет»

Паян, çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче, республикăн патшалăх тата политика деятелĕ Илья Павлович ПРОКОПЬЕВ 90 çул тултарать. Килтен тухсах çÿремест пулин те юбилейĕ умĕн «Хыпар» журналистне йышăнчĕ. «Хама япăх туятăп, калаçма йывăр», — терĕ, çапах та интервью пама килĕшрĕ.

— Илья Павлович, «Хыпар» Издательство çурчĕн ертÿлĕхĕ тата коллектив ячĕпе Сире ăшшăн саламлатăп, сывлăх сунатăп!

— Тавах. Эпĕ «Коммунизм яла­вĕ» хаçатпа яланах туслă çыхăну тытнă.

— Сăмаха мĕнрен пуçлар? Тĕрĕссипе, йывăр ыйтусем парас килмест.

— Пурнăç халăхăм çинчен шухăшласах иртет. Республикăн социаллă тата экономика ыйтăвĕсене татса парассишĕн сахал мар вăй хума тиврĕ. 1950-1988 çулсенче КПСС органĕсенче тăрăшнă май халăхпа пĕрле йывăрлăхсене çĕнтерсе малаллах талпăнтăмăр. Ĕçчен та пултаруллă çынсемпе хутшăнса пурнăçа лайăхлатнăшăн чунран савăнатăп.

— Çак тĕллевсем кирек хăш саманара та — тĕп вырăнта.

— Çапла. Халăха ĕç вырăнĕсем çителĕклĕ туса парсан вăл ниме пăхмасăр тăрăшать. Ăна тĕрĕс ертсе пымалла çеç.

— Эсир йышăнусем кăларасси хăçан пуçланнă?

— 1943 çулхи юпа уйăхĕч­чен, хама Хĕрлĕ Çара иличчен, ялта пурăннă, хресчен ĕçне куллен хутшăннă. Тырă вырнă чухне çурлапа пÿрнене суранланă хыççăн ĕмĕрлĕхех çĕвĕ юлчĕ. Кил хуçалăхĕнче тата колхозра куллен вăй хунă. Кайран, парти органĕсенче тăрăшнă чухне, çынсен ыйтăвĕсене татса парассишĕн пайтах ĕçленĕ.

— Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче республикăри ялсенче выçăпа аптранă тĕслĕхсем пулнă. Вăрçă хыççăн та пурнăçа тÿрех лайăхлатайман. Сăлтавне мĕнле ăнлантаратăр?

— Хаяр вăрçа пула çĕршыв, вăл шутра Чăваш Ен, вăйсăрланса юлнă. Халăх хуçалăхĕн пысăк пайне тăшман аркатнă. Промышленноçпа ял хуçалăхне тÿрех çĕклеймен. Мĕншĕн тесен специалистсем, укçа-тенкĕ, çĕнĕ технологисемпе ресурссем çитмен. Çавăнпа ял хуçалăх продукцийĕ çителĕксĕр туса илнĕ. Каласа хăварам: вăйпитти арçынсем çитмен. Миллион-миллион çын вăрçă хирĕнче юлнă вĕт.

— КПСС Тĕп Комитечĕн пĕрремĕш секретарĕ Никита Хрущев 1956 çулта çĕршыв умне куккурус туса илес тĕллев лартнă. Вăл 1959 çулта, Америкăна пĕрремĕш хут кайсан, çак культура икĕ-виçĕ метр çитĕннине курса тĕлĕннĕ. «Пирĕн ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен тÿпинче куккурус — 3,6, американсен 36 процент йышăнать. Мĕншĕн сахал? Ăна кашни хуçалăхра акса çитĕнтермелле», — тесе хушу панă. Унăн куккурус политикине паян мĕнле хак паратăр?

— Начаррине курмастăп. Чăваш Ене вăл выльăх апачĕпе ытларах тивĕçтерме, çакăнпа пĕрлех выльăх продуктивлăхне ÿстерме май панă. Культура тухăçне ÿстерекенсенчен пĕри — Вăрнар районĕнчи Ленин ячĕллĕ колхоз. Унăн ертÿçи Социализм Ĕçĕн икĕ хут Геройĕ Сергей Коротков Хрущевпа тачă çыхăнса ĕçленĕ. Председатель сĕтел çинчи телефонпа шăнкăравласа пĕр самантрах унпа çыхăннă, Мускавра час-часах тĕл пулнă. Тĕп Комитет йышăнăвне пурте Коротков пек тăрăшса пурнăçлассишĕн тăрăшнă. Муркаш районĕнчи «Знамя труда» колхоз председателĕ, Социализм Ĕçĕн Геройĕ Евтихий Андреев çеç Хрущева итлемерĕ — куккурус акмарĕ, нумай çул çитĕнекен курăксенчен апат кирлĕ чухлĕ хатĕрлерĕ.

— Хăшĕ-пĕри Хрущевăн тата 1955-1968 çулсенче КПСС Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă Семен Матвеевич Ислюковăн ĕçлĕ хутшăнăвĕсенче хирĕçÿллĕ самантсем пулнă теççĕ. Тĕрĕсех-и?

— Иккĕшĕ пĕр-пĕрне чăтма пултарайман теместĕп. Хутшăнăвĕсем çав шайрах пулнă тăк Хрущев хăй Тĕп Комитетра чухне Ислюкова «пĕрремĕшĕнче» нумай ĕçлеттерместчĕ. Пĕр çулхине Хрущев Горький хулинче обкомсемпе крайкомсен секретарĕсен канашлăвне ирттерчĕ. Нумайăшĕ сăмах каларĕ. Регионсенчи совнархозсене пĕтерсе çĕршывра темиçе кăна туса хума тĕллев тытнă Хрущев вĕсене пÿлмерĕ. Республикăсемпе облаçсенче вĕсене упраса хăварас ыйтăва канашлура çĕкленĕ Ислюкова трибуна çинче йĕркеллĕ калаçма памарĕ, ыйтусем парса шухăшне пăтратрĕ.

— 1951-1952 çулсенче тата каярахпа колхозсене пысăклатнă, пĕчĕк колхозсене пĕрлештернĕ тата совхозсем йĕркеленĕ. Çак юхăма мĕнле хаклатăр?

— Ку ыйтăва икĕ тĕрлĕ паха­ламалла. Темиçе пĕчĕк те хĕл­тĕркке колхозăн производство-техника никĕсне пĕрлештерсе ĕç тухăçлăхĕпе продукцие палăрмаллах ÿстернĕ — ÿсĕмшĕн пурте савăннă. Темиçе пуян колхоза пĕрлештерсе, чухăннисене айккине хăварса тĕрĕс мар тунă. Ура çинче çирĕп тăраканнисене çеç начаррисемпе çыхăнтармалла пулнă. Сăмахран, Вăрнар районĕнчи пысăклатнă «Гвардеец» колхоза ертсе пыма Пуканкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Евсей Воробьева суйларĕç — хуçалăх аталанчĕ.

— Вунă е ытларах яла пухнисем тĕп усадьбăна аталантарнă, инçетри ялсене пăхман текенсем халĕ те пур.

— Çапла. Вĕсемпе ку ыйтăва пĕрре çеç мар сÿтсе явнă. Хăшпĕр çĕрте трактор-машина паркĕ, ферма, лаша вити, производствăн ытти çурчĕ, вĕренÿ, медицина, культура объекчĕсем хута яман. Çапах та экономикăпа социаллă пурнăç пысăклатнă хуçалăхсенче пĕчĕккисенчен лайăхрах аталаннине палăртас килет.

— Хрущев 1962-1964 çулсенче патшалăх тытăмне администраци-территори улшăнăвĕ кĕртсе хăшпĕр региона пысăклатнă. Вĕсенче промышленноç тата ял районĕсем туса хунă. КПСС органĕсемпе халăх депутачĕсен Совечĕсене те çав принципа пăхса пайланă. Асăннă тытăмсен йышне икĕ хут ÿстерме тивнĕ. Ку мĕн патне илсе çитернĕ?

— Мана халь пĕтĕмлетÿ тума йывăр. Пĕтĕмĕшле калатăп: отрасльсене тĕпе хурса промышленноç тата ял районĕсене уйăрни тĕрĕс пулман. Вĕсене кирек хăш саманара та икке пайлама юрамасть. Иккĕшĕ пĕр-пĕринпе экономика, социаллă пурнăç тĕллевĕсене татса парассипе, кадрсем хатĕрлессипе, ытти нумай енĕпе тачă çыхăннă.

— Эсир 1974-1988 çулсенче КПСС Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă. Çав тапхăрта производство-социаллă пурнăç объекчĕсем туни çинчен ыйтса пĕлме темиçе сехет кирлĕ. Çапах та мĕн калатăр?

— Ку ыйтăва историксем хуравлаччăр. Халĕ мана список тума çăмăл мар. Вĕсем — питĕ нумай, кашни хула-районтах, кашни çын куçĕ умĕнче. Пурте обком бюровĕ тата манăн чун-чĕре витĕр тухнă.

— Республикăна пилĕк çул ертсе пынă Николай Вороновский 1973 çулхи юпа уйăхĕн вĕçĕнче сарăмсăр вилнĕ. 1974 çул пуçламăшĕнче парти обкомне ертсе пыма Сире суйланă. Эсир Инçет хĕвелтухăçĕнче çарта чухне Хабаровск хулинче педагогика институчĕ, каярахпа Тĕп Комитет çумĕнчи партин аслă шкулне, общество наукисен академине пĕтернĕ, экономика наукисен кандидачĕ. Хуçалăх енĕпе ертсе пыракан должноçсенче ĕçлемен. Апла пулин те обкомăн пĕрремĕш секретарьне суйлама мĕншĕн Сире суйласа илнĕ?

— Вороновские пытарнă хыççăн кадр ыйтăвне татса пама Тĕп Комитетран килчĕç. Пĕрремĕш секретарь кандидатне район-хула комитечĕсен секретарĕсемпе тĕл пулса сÿтсе явнă. Тепĕртакран мана Мускава чĕнтерчĕç. Тĕп Комитет секретарĕ И.Капитонов: «КПСС хуласемпе районсен комитечĕсенче партин Чăваш организацине ертсе пыма Сире сĕнеççĕ, — терĕ. — Тилхепене алла ил». Пĕрремĕш секретарь пулассишĕн тăрăшман пулин те килĕшме тиврĕ.

— Республикăна 14 çул ертсе пынă чухне хăвăра пăхăнса ĕçленĕ çынсемпе, райком, горком, партком секретарĕсемпе, предприяти-организаци ертÿçисемпе ыйтусене хивре сÿтсе явни пулнă-и?

— Пайтах тавлашнă. Эпĕ завод, фабрика е хуçалăх ертÿçисем гуманитари пĕлĕвĕ илнисемпе танлаштарсан урăхларах шухăшланине лайăх пĕлнĕ, вĕсемпе тĕплĕн шухăшласа калаçнă, хутшăнусене питех хиврелетмен. Етĕрне районĕнчи колхоз председательне М.Князькова производствăри ÿсĕмшĕн ырăпа çеç аса илетĕп. Анчах парти райкомĕн пуçарăвĕсене пурнăçа кĕртме хутшăнсах каймастчĕ. Кун пеккисем татах пулнă.

— Хула, район, предприяти е хуçалăх умĕнчи плансене тултарманшăн, соцобязательствăсене пурнăçламаншăн мĕнле явап тыттарнă?

— Парти енĕпе выговор, çирĕп выговор панă, КПСС членĕн карточки çине выговор панине палăртнă, пысăк çитменлĕхшĕн ĕçрен кăларнă. Вĕсен вырăнне çитĕнÿ тума пултаракан çынсене уйăрса лартнă. Пĕр çулхине çĕрулми туса илессипе Чăваш Ен çĕршывра виççĕмĕш вырăна тухрĕ. Республика хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе çĕршыва сахал мар тĕлĕнтернĕ.

— Интервью вĕçĕнче мĕн калатăр?

— Эпĕ тата манăн ăру пурăнса ирттернĕ самана историе кĕрсе юлчĕ. Унтанпа патшалăхра пысăк улшăнусем пулса иртрĕç, экономикăра çĕнĕ хутшăнусем йĕркеленчĕç. Чăваш халăхне хальхи лару-тăрăва тĕпе хурса пурăнма, мĕнпур шайри ертÿçĕсене йывăрлăхсене çĕнтерме, çынсен пурнăçне лайăхлатма вăй-хал, чăтăмлăх сунатăп.

Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă

 

Юрий МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.