Гузовский паркĕ çĕнелсе улшăнать
Тĕп хулари Гузовский вăрманĕ — ун таврашĕнче пурăнакан çынсемшĕн юратнă вырăн.
Таса сывлăш ÿпкене уçса ярать, йывăç сулхăнĕ ÿт-пĕве канлĕх кÿрет... Анчах паркра тирпейсĕр пулни, ачасем валли вылямалли ятарлă вырăнсем çукки хула çыннисен чунне ыраттаратчĕ.
Пĕлтĕр эпĕ те ЧНК йĕркеленĕ ушкăн, хулари тирпей-илеме тĕрĕслеме тухнăскер, йышĕнче унта пулса курнăччĕ. Чăнах та, хăтлăх пирки сăмах та çукчĕ. Йĕри-тавра çÿп-çап купаланса выртатчĕ, вăйă вырăнĕ — пĕртен пĕр хăйăр купи... Унтанпа çулталăк иртрĕ. Çак хушăра пысăк улшăнусем пулса иртрĕç: парк çĕнелсе илемленчĕ.
Шупашкар хулин ертÿлĕхĕ ача-пăча валли вăйă лапамĕсем тăвассине — çитĕнекен ăру аталанăвне тÿпе хывассине — пысăк тимлĕх уйăрать. Кăçал çеç Мускав районĕнче ачасем валли 23 лапам хута янă. Шупашкар хула пуçлăхĕ каланă тăрăх — Гузовский вăрманĕ çитес вăхăтра чăн-чăн парк, кану вырăнĕ пулса тăрĕ. Ку енĕпе ĕçлеме кăна пуçланă-ха, йăлтах — малашлăхра. Гузовский вăрманне хăтлăх кĕртме ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсене Мускав районĕнче пурăнакансем сĕннĕ. «Халăх тарçисем» хушăва хапăл туса йышăннă, ĕçе пикеннĕ.
Çĕнелнĕ парка уçма йĕркеленĕ уява халăх йышлă пухăнчĕ. Вĕсен савăнăçĕ виçесĕр пысăк. «Паян хулан Çурçĕр-хĕвеланăç районĕнче пурăнакансемшĕн — чăн-чăн уяв. Гузовский вăрманĕ — питĕ хитре вырăн, кунта ачасемпе канма питĕ меллĕ», — палăртрĕ «Гузовский» ТОС председателĕ Людмила Лукьяненко. Икĕ ача амăшĕ Ольга Иванова та паркран инçе мар пурăнать. Кунта вĕсем кашни кунах килеççĕ. Пакшасене, кайăк-кĕшĕке апатлантараççĕ. «Хулара пурăнса вăрманта канма май пурри питĕ лайăх. Кайăксем чĕвĕлтетнине итлесе кăмăл çĕкленет. Парк çĕнелсе, илемленсе пыни те савăнтарать», — терĕ вăл. М.Горький проспектĕнчи 25-мĕш çурт канашĕн председателĕ Евгения Нестерова та мăнукĕпе Гузовский вăрманне час-часах çÿрет. «Манăн мăнукăм 12 çулта. Вăл пĕчĕк чухне хулара ачасем валли вылямалли ятарлă вырăнсем те сахалччĕ. Халĕ пирĕн çурт картишĕнчех питĕ чаплă вăйă лапамĕ пур. Гузовский вăрманне эпир уçă сывлăшпа сывлама килетпĕр», — пĕлтерчĕ вăл.
Хĕрлĕ хăйăва касса парка кĕнĕ хыççăн ашшĕ-амăшĕ çĕнĕ вăйă комплексне хак пама пултарчĕ. Тротуарсене юсаса çĕнетнĕ, беседка тăррине юсанă, хăйăр илсе килнĕ. Тренажерсем, ярăнчăксем ачасен кăмăлне тивĕçтересси куçкĕрет. Уяв вăхăтĕнче тĕрлĕ интерактив лапамĕсем ĕçлерĕç. Кăмăл пуррисем вĕренпе çÿреме хăнăхрĕç. «Родничок» халăх ансамблĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕ. Пĕчĕккисем патне хăнана «Фиксики» мультфильмри Ноликпе Симка хăнана килнĕ.
Комментари хушас