Раççей тăрăх - вăтăр çул
Нумаях пулмасть Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче ĕçлеме пуçланă «Раççей тăрăх» курав пире юратнă тăван çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕпе туллин паллаштарать.
Унăн авторĕ — ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Валерий Иванов /Северянин/ — вĕсене Полярти Уралта, Таймырта, Ямалта, Валаамра, Кижире, Байкалта, Камчаткăра, Кавказра иртнĕ пултарулăх командировкисенче пурнăçланă. Халĕ вĕсем — 240 произведени — ÿнерçĕн 65 çулхи юбилейĕнче куракан умне тухнă.
Валерий Ивановăн çурçĕр халăхĕсен пурнăçĕпе йăли-йĕркине, тавралăхне сăнлакан ĕçĕсенче искусствоведсем Рокуэлл Кентăн тата пирĕн ентешĕн Владимир Мешковăн стилĕ пуррине палăртаççĕ. Паллах, чаплă ÿнерçĕсем витĕм кÿнех ĕнтĕ, апла пулин те хăйевĕрлĕхне те çухатман вăл. Валерий Аркадьевич «тĕнче хĕрринчи» çĕрсен никам тĕкĕнмен илемне, этем çав хутлăха хăйĕн ырă тата аркатуллă ĕçĕпе мĕнле йĕр хăварнине уçса панă. Таса, çутă, çавăн пекех чун-чĕре ыратăвĕпе тулнă хайлавсем этемлĕх пуласлăхĕшĕн, паян пурăнакансен йăнăшĕсемшĕн пăшăрханма, шухăшлаттарма чĕнеççĕ. Апла пулин те вĕсенче шанăç та упранса юлнă-ха: çынпа Çĕр малалла пĕр тĕллевпех ăнтăлĕç!
Валерий Ивановăн пултарулăхĕ пирĕн чаплă ентеше, Никита Бичурин синолога, сăнлассипе те çыхăннă. Раççейĕн хĕвелтухăç чиккинчи сăрт-туллă вырăнта ун ячĕпе 10 картина çуралнă.
Валерий Аркадьевич — тухăçлă ĕçлекен художник. Пĕрремĕш картинисемпе куракансем 1976 çулта паллашнă. Тепĕр виçĕ çултан унăн произведенийĕсем Хусанта иртнĕ «Пысăк Атăл» зона куравне хутшăннă. Çавăнтанпа çуллен тенĕ пекех ĕçĕсене ятарлă куравпа халăх умне кăларать.
Черетлĕ выставка та çавнах çирĕплетрĕ. Ăна уçма музей директорĕ Геннадий Козлов, ЧР культура министрĕн заместителĕ Вячеслав Оринов, Раççей халăх художникĕ Ревель Федоров, Николай Комаров живописец тата куракансем хутшăнчĕç.
Надежда СМИРНОВА
Комментари хушас