Аван-и, аякри паланăмçăм-тăванăм, Пырса курас килет — анчах эс пит инçе... Туяп: сана юр кĕрчĕ ăшшăн ыталанă, Тÿлеккĕн тĕлĕретĕн эс Самар тăрăхĕнче. Хуçу, мĕн пĕчĕкрен пăхса ÿстерекенĕ, Каларĕ сан çырлун кĕрнекĕ-техĕмĕ çинчен, Пылпа çисен ай-ай сипетлĕ-мĕн сĕткенĕ, Кукăль тусан та шутсăр тутлăхлă иккен. Тата чÿлмекпеле кăмакана лартсассăн, Сана кăвар хевти вĕр-витĕрех çапсан, Паланăм, сан пĕлесчĕ, виçĕ кашăк тутансассăн — Этем хăйне туять ăш пиллĕн
Вăхăт сисĕнмесĕр иртет. Кăçалхи утă уйăхĕнче "Шуратăл" литпĕрлешÿ 30 çул тултарать. Çак хушăра хамăр утса тухнă çула çаврăнса пăхатăп та, алă усса лар-манни савăнтарать. 30 çул хушшинче "Шуратăл" хастарĕсем хăйсен шучĕпе 100 ытла чăвашла, вырăсла кĕнеке кăларма мехел çитерчĕç. Вĕсене "самиздат" тесе калаймăн, мĕншĕн тесен пурне те ятлă-сумлă çыравçăсем редакциленĕ.
Анатолий Григорьевич Дмитриев-Ырьят 1949 çулхи июнĕн 9-мĕшĕнче Тутарстанри Тăхăрьял тăрăхĕнчи Раккасси ялĕнче çуралнă. Элшелĕнчи вăтам шкулта (1966 ç.), Шупашкарти парти шкулĕнче (1970-1975), Чăваш патшалăх университетĕнче (1990-1996) пĕлÿ илнĕ. 1990-2015 çулсенче Ульяновскри "Канаш" хаçатра вăй хунă. Ултă кĕнеке: "Шевле çути", "Хăмăшлăха путнă кĕмĕл уйăх", "Пурнăç утравĕсем", "Тавах, çунатлă урхамахăм" (1-2-мĕш кĕнекесем), "Вутра çунман уртăш" (сăвăсем, повеçсем) хатĕрлесе пичетлесе кăларнă.