Тĕнчемĕр икĕ питлĕ, чăнлăх – шелсĕр…

19 Чÿк, 2019

Йĕкĕр сонет
Тĕнчене тасатрĕ ирĕк вут-кăварĕ,
Çут тĕнче çуталчĕ, иртрĕ авалхи…
Çеçпĕл МИШШИ

Этем вăл пĕр пек мар. Пĕр пеклĕх пур-и
çак тĕнчере? Çĕнни чĕрре кĕрет.
Кашнин ав хăйне евĕр тавра курăм,
хăйне валли ун — хăй шыран тĕрек.
Курсаччĕ эп: унта-кунта чупатчĕç
сив тăхланран шăратнă пек чинсем.
Минре йышсем ÿснишĕн ал çупатчĕç
çул пуçĕсем. Ÿсетчĕç саплăксем.
Итлемесен çул пуçĕсен Çул пуçĕ
кăварлă куçĕпе пăхса илет.
Ĕçченĕн пуçĕ усăк, чунĕ хуçăк,
тăхлан чура шăв-шавсăр ирĕлет.
Тыр пуссинче вылян çĕлен туйне
ас илтерет çав ĕмĕр хăш чухне.
 

¤ ¤ ¤

Ирхи çилсем иртейрĕç тахçанах,

халь шухăшсем пуçа уса пуçларĕç.
Каçхи çилсем хутран-ситрен çавах
такăнтараççĕ ним сăлтавсăрах:
çул варрипе халь утаймастпăр харăс!
Камсем эсир? Кив хаçатсен çăварĕ!
Хăш чух тата ÿпкелешсе-вăрçса
пулатпăр пĕр-пĕриншĕн тунката.
Хăй ăш-чикне кам пăхĕ тавăрса?
Вăл кĕрĕк çанни мар-çке, тупата!
Çапах тăван чĕлхен илемĕн хумĕ
ăс-хакăла ачашшăн çупăрлать.
Вара ÿсет тăван çырулăх сумĕ:
ахаль-им суккăр критик хыпашлать?

Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.