29 Раштав, 2016
Раштав саламĕ. Василий КЕРВЕН
Сайра хĕвеллĕ кун раштавăн:
Тăрать тĕтре е çил-тăман.
Çапах унран чунри мухтавăм
Çак хушăра пач татăлман.
Çула пӳлсе хума шутланăн
Чĕвен тăрать-и кусăрка –
Тус-тантăш, пĕлĕш те тăванăм,
Тӳрех пуçа ан усăр-ха.
Уй-хир кас-кассăн хумлă-хумлă,
Асилтерет-çке тинĕсе.
Сăна, ката илемлĕ тумлă,
Сана кĕтет вăл тĕмсĕлсе.
Сырас килсе каять те йĕлтĕр -
Чун йыхăрать шур вăрмана.
Яш чух вăл /пĕр-пĕчченĕ пĕлтĕр/
Савни пилленĕччĕ мана.
Курсам, яш-кĕрĕм, хĕр-упраçĕ
Паян та туп-тулли кунта.
Тен, юрату ман пек тупаççĕ -
Кĕрлетĕр туй çитес çулта.
Калас тени нумай-çке питĕ,
Çынна ырри сĕнес килет.
Çак Çĕнĕ çул çап-çуттăн çитĕ
Телей илсе чылай киле.
Хĕсĕррине – тусам ачаллă,
Хавшаккине парсам вăй-хал.
Хваттерсĕрри, пулсам маччаллă...
Хам телейли кăна – сахал.
Юр пĕрчисем вĕçеççĕ çăмăл,
Ташланă евĕр çаврăнса.
Хăпартланать сисевлĕ кăмăл,
Сăнать тавралăх савăнса.
Василий КЕРВЕН