Николай Карлин лартса ÿстернĕ палан патне янă çыру

28 Çу, 2018

Аван-и, аякри
паланăмçăм-тăванăм,
Пырса курас килет —
анчах эс пит инçе...
Туяп:
сана юр кĕрчĕ ăшшăн ыталанă,
Тÿлеккĕн тĕлĕретĕн эс
Самар тăрăхĕнче.
Хуçу, мĕн пĕчĕкрен
пăхса ÿстерекенĕ,
Каларĕ сан çырлун
кĕрнекĕ-техĕмĕ çинчен,
Пылпа çисен
ай-ай сипетлĕ-мĕн сĕткенĕ,
Кукăль тусан та
шутсăр тутлăхлă иккен.
Тата чÿлмекпеле
кăмакана лартсассăн,
Сана кăвар хевти
вĕр-витĕрех çапсан,
Паланăм, сан пĕлесчĕ,
виçĕ кашăк тутансассăн —
Этем хăйне туять ăш пиллĕн
те тасан.
Палан, эс пирĕн кăткăс
пурăнăç элемĕ,
Патвар чĕре таппиллĕ
чĕрĕлĕх палли.
Сан сапаку — хĕрÿ хĕвелĕн
пиллĕхлĕ хĕлхемĕ,
Пăрчăкан пек савнин
ытарайми алли.
Ахаль-им сăвăçсем сана
савса çыраççĕ
Паха сăмах ĕнчи пек
чаплă сăвăсем.
Чун хĕлĕхне сана валли
тесе упраççĕ
Телей кĕвви хыван
асамлă вăйăçсем.
Сăлтавсăр мар-тăр
«Ой, цветет калина»
Шăратнă Исаковский
юрату ячĕпеле,
Ăна пин-пин Çинук,
пин-пин Марина
Савса юрланă
чун-чĕре хевтипеле. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.