Анатолий ЫРЬЯТ: Ман шур акăш

Анатолий Григорьевич Дмитриев-Ырьят 1949 çулхи июнĕн 9-мĕшĕнче Тутарстанри Тăхăрьял тăрăхĕнчи Раккасси ялĕнче çуралнă. Элшелĕнчи вăтам шкулта (1966 ç.), Шупашкарти парти шкулĕнче (1970-1975), Чăваш патшалăх университетĕнче (1990-1996) пĕлÿ илнĕ. 1990-2015 çулсенче Ульяновскри "Канаш" хаçатра вăй хунă. Ултă кĕнеке: "Шевле çути", "Хăмăшлăха путнă кĕмĕл уйăх", "Пурнăç утравĕсем", "Тавах, çунатлă урхамахăм" (1-2-мĕш кĕнекесем), "Вутра çунман уртăш" (сăвăсем, повеçсем) хатĕрлесе пичетлесе кăларнă. Çиччĕмĕш кĕнеки 2017 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче пичетленсе тухмалла ("Чĕре хĕлĕхĕсем", сăвăсен пуххи). РФ тата ЧР Писательсен, Журналистсен пĕрлĕхĕсен членĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн (1998), Чăваш Республикин Журналистсен пĕрлĕхĕн, Ульяновск облаçĕн губернаторĕн, ытти Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. Анатолий Ырьят ячĕ Тутарстанра, Чăваш Республикинче, Ульяновск облаçĕнче пичетленсе тухнă тĕрлĕ энциклопедие кĕнĕ. Июнь уйăхĕнче ĕçтешĕмĕр черетлĕ çуралнă кунне палăртать. Саламлатпăр!

Ман шур акăш

Ирхи шуçăм пулса вăранатăн

Хĕвелтен маларах ăшăтса.

Хăвшăн мар, ман шур акăш, пурнатăн

Пурнăçран ытларах юратса.

 

Юрату саншăн ĕмĕрлĕх,пурлăх –

Çумри мăшăр, шăпа, ăраскал...

Халиччен эс курман мăшкăл, хурлăх –

Юрататăп сана хамашкал.

 

Хăш-пĕр чух эп кăларнă çил-тăвăл,

Кÿрентернĕ сана кăлăхах.

Каçаратăн, çапла санăн кăмăл…

Ăнланса пурăннишен – тавах!

 

Пĕр-пĕриншĕн эпир - савни, мăшăр...

Пурнăçа сÿтсе явнă ларса.

"Кил-çуртра шăлакан çыхнă шăпăр –

Çÿп-çапа пăрахман кăларса".

 

Тем пулсан та – эсех кил вучахĕ,

Ăшшуна шеллемесĕр паран.

Мăшăр пурнăçăн пилĕ, пучахĕ,

Ватлăхри çутă шанчăкăм ман.

 

Ирхи шуçăм пулса вăранатăн

Хĕвелтен маларах ăшăтса.

Хăвшăн мар, ман шур акăш, пурнатăн,

Пурăнсам нумайрах, юратса!

Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.