Комментари хушас

29 Утă, 2016

Поэзи çывăхрах та хаклăрах

Чăваш халăх поэтне, философи наукисен докторне Николай ИСМУКОВА «Хыпар» тĕпелне чĕнтĕмĕр, литературăпа искусство ыйтăвĕсене хускатрăмăр. Вăл — Чăваш Республикин Патшалăх премийĕн лауреачĕ, ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, РФ професси вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ. Вăл нумай пулмасть пилĕк томлă сăвăсен пуххине хатĕрлерĕ, тăваттăшĕ кун çути курнă ĕнтĕ. Наци культури, философи категорийĕ, синергетика ыйтăвĕсемпе пилĕк монографи пичетлесе кăларнă. Ăна тăван Патăрьел районĕн Хисеплĕ гражданинĕн ятне панипе саламлатпăр, ырлăх-сывлăх та çитĕнÿсем сунатпăр!

— Аван-и, Николай Аверкиевич. Çăва тухнăранпа та курман сана. Мĕнле пурăнатăн, мĕн ĕçлетĕн?

— Аванах пурăнатăп темелле. Мухтанмалли нимех те çук паллах. Ĕмĕтсенчен нумайрах — асаилÿсем. Ĕлĕкхине тăтăшрах аса илме пуçласан çын ватăлас енне каять теççĕ. Чăнахах иккен. «Пурнăç каçалăкĕ» самай пысăк хайлав çыратăп. Те юрăхлă япала пулĕ ĕнтĕ вăл. «Диалектика синергетики» кĕнекене çырса пĕтереймерĕм-ха, çапах та мĕн пуррине Мускаври пĕр журнал пичетлеме килĕшни савăнтарать. Умри вăхăт кĕскелнĕçем ĕç нумайланса пырать. Харăсах темиçе ĕç пуçласа хуни те чăрмантарать пуль.

— «Пурнăç каçалăкĕ» хайлавна хăвăн кун-çулна тĕпе хурса çырнă пуль-ха. Мĕнле асăнмалăх йĕр хăваратăн пек пурнăçунта?

— Этемĕн тĕнчере çăпата йĕрри те пулсан хăвармалла хăй хыççăн. Утса тухнă çул-йĕр такăрах пулман манăн, ытлаван пынă çĕртех сулăнкăна çапни те пулнă. Вара çапла тĕв турăм: шăпа тени куштан хуçа пек хăй тĕллĕн çÿрекен вăй иккен. Вăл пире картла выляттарать, картне валеçекенĕ те хăех. Ăнман кунсене аса илес килмест. Ăнăçлă та савăнăç тапса тăракан вăхăта çырса кăтартсан — мухтанать тейĕç. Пĕлтерĕшлĕ, асăнмалăх тенĕрен... Митталла каласан: «Пин юррăмран пĕри анчах юлайтăр». Çавăнпа çырлахар.

— Çав диалектика синергетики мĕн çинчен? Пĕр-икĕ сăмахпа каласа параймăн-и?

— Кăткăс япалана ансат ăнлантарма çăмăлах мар паллах. Кĕскен: вĕçĕ-хĕррисĕр тĕнчен варри те, тупсăмĕ те çук. Унăн уйрăм япалисем пĕр-пĕрне витĕм кÿрсе е аталанса пыраççĕ, е арканаççĕ.

Пĕр системăрах ăна йĕркелесе пыракан туртăм пур, çав вăхăтрах унта — йĕркесĕрлĕх вăйĕ те. Йĕркелĕхпе /порядок/ йĕркесĕрлĕх /хаос/ пĕр шайра пулнă чухне система хăйĕн пĕлтерĕшне, хăйне хăй тытса пыраслăхне çухатмасть. Ăна диссипативла самант теççĕ. Тĕнче /Вселенная/ сарăлса пынă чух вăхăт «иртнĕ — хальхи — пулас» çулпа куçса пырать, тĕнче пĕрĕннĕçемĕн вăхăт пуласлăхран хальхи витĕр иртнипе куçать. Çак улшăну «релятивная теория расширяющейся вселенной» принципĕсемпе килĕшÿллĕ. Тĕнчере пулса иртекен улшăнусем /йĕркеленÿ е аркану/ пурте диалектика саккунĕсене пăхăнаççĕ. Юлашки вăхăтра тĕпчевçĕсем диалектикăна синергетикăпа /теория самоорганизации/ ылмаштарма пăхрĕç, ĕлĕк-авалтан çирĕпленсе çитнĕ диалектикăна пăрахăçа кăларасшăн пулчĕç. Эпĕ вара асăннă кĕнекере синергетика питĕ пĕлтерĕшлĕ те кирлĕ теори, анчах вăл диалектикăн пĕр курăмĕ çеç тесе сăлтавлатăп.

— Николай Аверкиевич, пĕр-икĕ çул каялла санăн «Философия в пространстве национальной культуры» кĕнекÿне Патшалăх премине илме тăратнăччĕ. Мана унта чăваш философийĕ çинчен калани килĕшнĕччĕ. Мĕнпе вĕçленчĕ çав ĕç?

— Темшĕн комисси председателĕ философи ĕçне тишкерме-хаклама философи мĕн иккенне тахçанах манса кайнă ял хуçалăх докторне шанса панă. Уççи-хуппи пулмарĕ.

— Ан пăшăрхан, çырни-пичетленни çухалмасть. Поэт хисепĕ те, философ шайĕ те çителĕклĕ сан. Çапах та хăшне маларах хуратăн?

— Пăшăрхану туйăмĕ ватăласпа мăкалать. Мана, совет саманинче поэтсене хисепе хунă вăхăтра ÿснĕскере, поэзи çывăхрах та хаклăрах. Философи — ăс-тăн, шухăшлав вĕçевĕ, поэзи вара — чун, кăмăл-сипет. Поэт хăй пĕр уйрăм тĕнче. Философ текеннисем нумай халь. Чăвашра поэт — сахал.

— Чăвашра хальхи вăхăтра миçе философ?

— Шутласа та тухас çук. Философ тенине эпĕ урăхларах ăнланатăп. Кандидат е доктор хутне илни ăсчах тенине пĕлтермест. Чăваш патшалăх университетĕнче кандидат тата доктор диссертацине хÿтĕлемелли ятарлă Канаш чылай вăхăт ĕçлерĕ. Ăна чăн-чăн философ Э.З.Феизов профессор ертсе пычĕ. Ытла та уçă кăмăллăччĕ вăл — никама та «отказ» паман. Пулас ученăйсенчен нумайăшĕ нихăçан та Мускав е ытти пысăк хулари аслă шкулсен кăритурĕнче утса курман. Урам урлă чупса каç та «защитăна» ĕлкĕр çеç. Физкультурниксем, ветеринарсем, мусăкçăсем философи докторĕсем пулса тăчĕç. Вăхăчĕ çаплаччĕ ун чухне — уçă рынок, суту-илÿ, укçа-тенкĕ... Халь çав Канаш хупăннă, ВАКпа /Аттестацин аслă комиссийĕпе/ алла-аллăн çыхăну çук, хÿтĕлекенсем те çук. Çапла çÿплесе хăвартăмăр философи культурин урамне.

— Эсĕ ертсе пынипе тăватă çын доктор, икĕ çын кандидат диссертацийĕсене хÿтĕленĕ. Халь ăçта вĕсем?

— Паллах, эпĕ чухлакан-пĕлекен ыйтусемпе хатĕрленĕ вĕсем диссертаци ĕçĕсене. Каярахпа самаях хулăн монографисем пичетлесе кăларчĕç. Т.Я.Сильвестрова профессор, сăмахран, Чăваш Республикин Патшалăх премине тивĕçрĕ. Т.Н.Евграфова доцент «Чăвашсен тĕнчекурăмĕ тата вĕсен философи культури аталанни» темине малалла тăсать, Мускав, Санкт-Петербург аслă шкулĕсенчи ятарлă журналсенче пичетленет. Пурте яваплă вырăнта тăрăшаççĕ. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ ăнса пынăшăн савăнатăп.

— Пурнăçунта хăвăн ĕçÿпе кăмăллă пулнă-и? Халăх поэчĕн биографине пĕлни те кăсăклă пулĕччĕ вулакансемшĕн.

— А.Блок «у поэтов биографии нет, а есть судьба» тенĕ. Тен, тĕрĕсех каланă? Çын биографине шăпа çырса пырать ахăртнех. Чи лайăх та çылăхсăр вăхăт çурма выçă та пир кĕпе-йĕмлĕ ачалăх пулĕ тетĕп. Çичĕ класс пĕтерсен Шупашкарти ÿнер училищине вĕренме кĕнĕччĕ. Мухтав грамотипе, саплăклă шăлаварпа! Çамрăклăх та начар мар иртнĕ манăн. Вуннă хыççăн Китайпа Монголи чиккинчи Борзяра кăштах ĕçлерĕм. Ун хыççăн Аслă Чемен тата Ишлĕ Шетмĕ шкулĕсенче, Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнче физкультура, историпе политэкономи, коммунизм наукине вĕрентнĕ. Çав вăхăтрах Свердловскра физкультура техникумĕнче тата университетра вĕрентĕм. Астăвăм тени тĕлĕнмелле япала вăл: шкулсенче вĕрентнĕ ачасен ячĕ-хушаматне халĕ те астăватăп, каяраххисене — апла мар. Ишес енĕпе /батерфляй/, йĕлтĕрпе чупассипе, çÿллĕшне сикессипе, шахматла выляссипе спорт мастерĕн кандидачĕсен докуменчĕсене халĕ те тирпейлĕ упратăп. Çут çанталăк пиртен чăннипех те мăшкăлать иккен — паян акă метр та сакăрвуннă мар, пĕр метр çÿллĕшне те сиксе каçас çук. Мускавра куçăн майпа аспирантурăра тата докторантурăра вĕрентĕм. Наука статйисем, сăвăсемпе поэмăсем çыртăм, кĕнекесем кăлартăм. Вăт çавăн пек пулнă ман утса тухнă çул-йĕр.

Хамăн ĕçпе кăмăллă пулнă-и? Темле каламалла. Çул ăçталла уçăлса пынă — çав еннелле утнă. Утнăçемĕн вара çулĕ уçăлсах пынă. Паян та эпĕ хаваслансах каятăп ĕçе, ĕçрен те хаваслансах килетĕп киле. Çакă мар-и куллен кунхи телей? Ĕçтешĕмсем лайăх, студенчĕсем йĕркеллĕ — тата мĕн кирлĕ? Ахальтен мар çирĕм çул ытла деканра ĕçлерĕм. Хамăр институт ректорне В.В.Андреев профессора тав туса та пĕтерес çук. Çынна хисеплеме пĕлет, çавăнпа ăна хăйне те хисеплеççĕ. Ун пек ректорпа ĕçлес килет.

— Коопераци институтĕнче эпĕ те вунултă çул ытла ĕçлерĕм, студентсене чăваш чĕлхи, этика, православи культури вĕрентрĕм. Çав çулсене паян та ырăпа аса илетĕп. Ун чухне эпир «Парăс» ятлă литература ушкăнĕ йĕркеленĕччĕ, сăвăсен кĕнеки кăлараттăмăр. Чăваш чĕлхи аудиторине уçрăмăр. Шел, чăваш чĕлхи вĕрентме пăрахрĕç...

— Çапла. Чăваш чĕлхине вырăса тухнă чăваш ачисем те, ирçе, тутар, мари ачисем те хаваслансах вĕренетчĕç. Вĕренÿ программисене Мускав кашни çулах улăштарса тăрать. Тем пăтратаççĕ. Чиновниксем те ĕçлем пекки тăваççĕ е юриех сăтăр тăваççĕ. Пăтраннă шывра пысăк пулă тытма пулать. Философи программине пăтратса ячĕç, сехечĕсене те кĕскетрĕç. Халĕ çĕршыва шухăшлама пĕлекен çын кирлĕ мар тейĕн. Хăшĕ-пĕри хура халăха манкрута кăларасшăн. Радио, телевизор, ăпăр-тапăр хаçатсем ывăнма пĕлмесĕр унта самолет ÿкни, кунта машинăсем çапăнни, пĕри вилни, иккĕшĕ вилейменни... çинчен иртен пуçласа каçчен пĕлтереççĕ. Америкăра çил-тăвăл иртсе кайнă, Гондурасра хир сысни çăвăрланă. Французсем тавар хакланса пынă вăхăтра ĕç укçине чакарнине хирĕç демонстрацие тухнă... Эпир вара ЖКХ халăха çаратнине пĕлетăркач нимĕн те тăваймастпăр. Хамăра хамăр хуçа тетпĕр.

— Поэзи, чĕлхе ыйтăвĕ патнех таврă­нар-ха.

— Чăнах та, чăваш чĕлхи, хальхи поэзи шăпи юлашки вăхăтра мана хытă шухăшлаттарать.

Чăваш орфографийĕ пирки хăçантанпа тапăçатпăр ĕнтĕ. Пуçтарăнса калаçатпăр, хаçат-журналта çивĕччĕн çыратпăр. Ĕçĕ вара чăхăмланă лаша пек вырăнтан та тапранмасть. «Тĕкĕл тура, утмăл турат, ар çури, шăмат кун, сăх сăхса кĕл тăватпăр, хĕр упраç, хĕр арăм» тесе çырса халăха култаратпăр. Чĕлхе техĕмне поэт-писатель чухлĕ кам туйтăр? Вĕсен сăмахĕ те витмест «шултра ученăйсене». Халь тата айккинче тăракан комисси /айкомисси/ йĕркеленĕ иккен, ертсе пыраканĕ каллех «шултрисенчен». Чăваш чĕлхине сăтăр тума Америкăран ярса паман çав çынсене. Шĕкĕ ерсен вăйпитти юман та хăрать. Пирĕн несĕлсем ĕмĕрсен пăтравлă авăрĕнче сыхласа хăварнă, темиçе пин çул якатса çитернĕ тăван чĕлхемĕре никама та пăсма парас марччĕ.

Çурхи шывпа пур тасамарлăх
Юхса ăсантăр авăра.
Сана, чĕкеç чĕлхиллĕ халăх,
Савса мухтатăп сăвăра.
Кĕрхи каçра çуралнă çăлтăр
Çиçсе хăпарнăн çуталса
Чăваш чĕлхи яланлăх юлтăр,
Яланлăх, ĕмĕрлĕх, таса!

Таса чĕлхепе темĕнле кăткăс пулăма та тÿррĕн, уçăмлăн ăнлантарма пулать. Синергетика, философи категорийĕсене тĕпченĕ чухне те «тĕнчекурăм, пĕрпĕтĕмлĕх, хăйнеевĕрлĕх, ăстăвăм, хирĕçтăру» тата ытти çавăн пек хутлă сăмаха пĕрле çырни вырăнлă.

Темиçе çул каялла издательствăна «Хуратнă кĕмĕл» сăвăсен кĕнеки хатĕрлесе панăччĕ. Орфографин çĕнĕ правилисене пăхăнман терĕç. Хам принципран чакмарăм. Апла пулсан çĕнĕ орфографие пăхăнмасан та пултаратпăр. Анчăксем вĕрччĕр, тĕви малаллах уттăр. В.Алексин калашле — «хăтланччăрах»

— Укçалла пулсан, хăв каланă пек кăларма пулать-ха кĕнекÿне. Издательство планĕпе — ирĕксĕрех çĕнĕ орфографие пăхăнма тивет. Хальхаççăн эстрада çĕкленсе кайрĕ. Юрăçĕсем кĕввине те, сăввине те хăйсемех çыраççĕ.

— Паллах, «çăлтăрсем» эстрадăна юратакансем валли юрлаççĕ. Çавăнпа вĕсенчен ытлашши ыйтма кирлĕ мар. Нумай чухне юрă сăмахĕсем айванрах пулса тухаççĕ. Лайăх юрăçсем те пур. Акă, сăмахран, А.Уляндина сассине илтсенех кăмăл уçăлса каять. Ăна никампа та танлаштарма çук. Вăл — хăй, Уляндина. А.Васильев юррисем те, вĕсем пĕр евĕрлĕрех пулсан та, халăх кăмăлне каяççĕ. Хăйне сăпайлă тытать, хуçкаланмасăр-ейкеленмесĕр юрлать.

— Философире сан вĕренекенсем пур терĕр. Поэзире пур-и вĕсем?

— Поэзире манран вĕренсе пыракансем пуррине пĕлместĕп. Анчах ман сăвăсене кăмăллакан сахал мар. Кăçал Акатуй-Сабантуйра пулма тÿр килчĕ. Паллакансем пырса ал тытаççĕ, ман сăвăсене аса илеççĕ. Пысăк уçланкă çĕртмепе çăвăнать, сывлăшĕ кăкăр ачи сывлăшĕ пек таса. Сцена çинче ĕçре палăрнисене чыслаççĕ, инçех мар хĕрсем вăйă юрри юрлаççĕ... Чăн-чăн Эллада! Акă ăçта вăл поэзи! Çавăн пек чаплă уява йĕркелесе-тытса пынăшăн район ертÿçисене Р.В.Селивановпа М.В.Петрова пырса тав турăм.

Василий КЕРВЕН калаçнă

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.