Хевтесĕр тĕк - ытлашши-и?
Прокуратурăн Пĕрремĕш уçă форумне инвалидсен нушисене халалларĕç Пуçарăвĕ Раççей Генпрокуратурин шайĕнчех çуралнă та — прокуратура органĕсем çакнашкал уçă форумсене йăлана кĕртесси иккĕлентермест. Надзор органĕн представителĕсем хăйсем каланă тăрăх — ĕçĕн çак мелĕ тĕрлĕ темăна уççăн сÿтсе явма, çивĕч ыйтусене палăртса вĕсене татса пама пулăшмашкăн тивĕç. Пĕрремĕш уçă форума вара Чăваш Ен прокуратури инвалидсем социаллă объектсемпе тата транспорт инфратытăмĕпе усă курассине тивĕçтерес ыйтусене халалларĕ.