Çитĕнтерме шыв-шур нумай

29 Чÿк, 2016

Пулă ĕрчетесси тĕнчере анлă сарăлнă. Унран хатĕрлекен продукцин çуррине аквакультура парать. Вăл Китайра, Норвегире, Данире, Чилире, ытти çĕршывра лайăх аталаннă.

Аквакультура никĕсĕ Чăваш Енре те начар мар: юханшывсене, шыв управĕсене, кÿлĕсене, пĕвесене çыхăнтарать. Республика талккăшĕпе 2356 юханшыв /8650 км/ тăршшĕпех е пĕр пайĕпе иртет. 754 кÿлĕ, юханшывсем çинче çĕр-çĕр пĕве /5536 га/. Кĕскен: пулă ĕрчетмелли шыв объекчĕ пайтах. Юлашки çулсенче аквакультура вăй илет. Пăрачкав районĕнчи «Киря», Куславкка районĕнчи «Карамышевский» хуçалăхсем, «Чаганарский», «Канашский» пĕчĕк предприятисем, «Сура» хуçалăх никĕсĕнче йĕркеленĕ Р.Хусаинов фермер пулă тата лăкă ĕрчетсе сутаççĕ. Вĕсен пĕвисем 583 гектар йышăнаççĕ.

Чăваш Енре аквакультура çак енĕпе аталанса пырать: лăкăсене вăтам хăвăрт тата хăвăрт çитĕнтермелли пĕвесем, вĕсене шыв объекчĕсен условийĕнче тата çурма хăвăрт ÿстермелли вырăнсем, лăкăсене бассейнра, шыв-шурта уйăрнă пĕчĕк лаптăкра, пичке евĕрлĕ шыв пуххисенче çитерсе самăртасси.

Пулă сутассипе тĕрлĕ хуçалăх ĕçлет. Çапах та вăтам тата пĕчĕк бизнес предприятийĕсем ытларах. Суту-илĕве ăсатакан пуллăн тата лăкăн 65 процентне «Киря» тата «Карамышевский» хуçалăхсенче туса илеççĕ. Юлашки çулсенче ытларах карп, çуйăн, шурă сарлака çамка, чăпар сарлака çамка, сарлака çамкан гибричĕ, шурă амур, çăрттан ÿстереççĕ. Çÿлте асăннă икĕ хуçалăхран О.Сергеев /Куславкка/, А.Григорьев /Вăрнар/, Н.Александров /Сĕнтĕрвăрри/, С.Афанасьев /Çĕрпÿ/, А.Юхтанов тата «Новая жизнь» ООО /Етĕрне/, И.Скворцов /Муркаш/ предприятийĕсем те юласшăн мар. Вĕсем пулă личинки, çулталăка çитичченхи лăкă, пĕр е икĕ çулти пулă туянса çитĕнтереççĕ.

Федерацин «Аквакультура» /пулă ĕрчетесси/ тата Раççей Федерацийĕн саккунĕсен хăшпĕр актне улшăнусем кĕртесси çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн пĕвесенче тата шыв пуххисенче пулă ÿстерме лаптăксем уйăраççĕ. Патшалăх тата муниципалитет органĕсем вĕсене кĕске тата нумай вăхăтлăха усă курма тара параççĕ. Лаптăксем çирĕплетес тĕллевпе кăçалхи чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнче Самар хулинче пĕрремĕш уçă аукцион иртрĕ. Ăна Федерацин Пулă ĕрчетессипе ĕçлекен агентствин Вăта Атăл территори управленийĕ йĕркелерĕ. Аукциона 10 лаптăк тăратрĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе 25 çуллăха килĕшÿ тăваççĕ.

«Ютас» обществăн пулă хуçалăхĕ индустри аквакультурине кĕрет. Унта чалпăш /осетр/, çтерлĕк тĕсĕсене ĕрчетеççĕ, лăкăсем çитĕнтерсе сутаççĕ. Вĕсене Шупашкар тата Куйбышев управĕсене ÿстерме яраççĕ. Шупашкар ГЭСĕн пуçĕпе хыçĕнчи çÿлелле-аялалла тăсăлакан 4 çухрăм лаптăка 2012 çулта — 113 пин, 2013 ç. — 20 пин, 2014 ç. — 297 пин, 2015 çулта 432 пин çтерлĕк лăкки /3-150-шар грамм таяканнисене/ ячĕç. Ăна Шупашкарти Соляное микрорайон тĕлĕнче 2012 çулта — 41 пин, 2013 ç. — 112 пин, 2014 ç. — 111 пин, пĕлтĕр 133 пин янă.

Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх — сутлăх валли пулă тата лăкă республикипе 2011 çулта — 244 тонна, 2012 ç. — 241, 2013 ç. — 303, 2014 ç. — 216, 2015 çулта 303 тонна туса илнĕ. Пĕтĕм калăпăшăн 80 проценчĕ — карп йышшисем.

ЧР Ял хуçалăх министерстви ведомствăн «Чăваш Республикинче 2017-2020 çулсенче пулă ĕрчетесси» тĕллевлĕ программине хатĕрленĕ. Ăна ял хуçалăхĕнче тавар аквакультурине лайăхрах аталантарас, республикăри шыв-шурпа тухăçлăрах усă курас, Чăваш Ен халăхне пулăпа туллин тивĕçтерес тĕллевпе йышăнаççĕ. Пуçарăва ырлатпăр. Çитес çулсенче республикăра пулă çитĕнтермелли объектсем тума, вĕсене реконструкцилеме, модернизацилеме палăртаççĕ. Асăннă биоресурссем валли апат вырăнтах хатĕрлесшĕн. Пулă ăратне лайăхлатас тĕлĕшпе ĕçлеме селекци никĕсне те хывасшăн. Хуçалăхсене пулăшса пыма координаци центрĕ тума палăртнă, ветеринари-санитари, сиплев, профилактика мероприятийĕсем ирттерĕç. Вĕсене кадрсемпе тивĕçтерес ыйтăва татса парасшăн. Çак ĕçсене пурнăçласан 2-3 çул хушшинче республика рынокне ăсатакан пулă продукцийĕн калăпăшне темиçе хут ÿстерме, унăн пахалăхне лайăхлатма, ассортиментне пуянлатма май пур.

Александр ИЛЬГАЧЕВ,

«Средневолжрыбвод» ФПБУ республикăри филиалĕн ертÿçи

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.